Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн мухтавлă çыннăмăр

Пирĕн мухтавлă çыннăмăр

Энтепе ялĕнчен нумай паллă çын тухнă. Вĕсенчен пĕри – Петр Алексеевич Михайлов ученăй. Вăл математика наукисен кандидачĕ, профессор.

Петр Михайлов 1932 çулта çуралнă. Ялти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумне кайса кĕнĕ. Ун хыççăн тăван ялти шкулта физика, нимĕç чĕлхи тата физкультура урокĕсене ертсе пынă. 1946 çулта çуралнă ачасен класс ертÿçи те пулнă. Шкулта ĕçленипе пĕр вăхăтрах вăл Мускаври М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе малалла ăс пухнă. Ун хыççăн пултаруллă çамрăка унтах ĕçлеме хăварнă, вăл студентсене вĕрентме тытăннă. Çулсем иртнĕ май унăн ĕçри пултарулăхĕ ÿссе пынă. Ăна ядерлă физика енĕпе – хупă темăпа ĕçлеме куçарнă. Ку чухне ун патне хăй тăванĕсем те ирĕккĕн кĕрсе çÿреймен. Ятарлă пропускпа анчах вăхăтлăха кĕрсе тухма пулнă. Петр Алексеевич Мускаврах çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕрентсе кăларнă. Хальхи вăхăтра пĕр ывăлĕ ют çĕршывра, тепри Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ.

Энтепе ялĕнчен тухса кайни 50 çул иртнĕ хыççăн /2013 çулта/ Петр Михайлов тăван ялне килнĕ. Ялти культура çуртĕнче ентешĕсемпе тĕл пулнă. Ун чухне вăл 80-ран иртнĕ пулнă. Тепĕр икĕ çултан вăл çĕре кĕнĕ.

Петр Михайлов Совет Союзĕнче чи юлашкинчен профессор ятне тивĕçнĕ ученăй. Мĕншĕн тесен çакăн хыççăнах Совет Союзĕ арканнă.

Эпир, унăн ентешĕсем, паллă ăсчахпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Анчах унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки питĕ сахал пĕлетпĕр-ха. Малашне ытларах кăсăкланма кирлине те ăнланатпăр.

Инесса АЛЕКСАНДРОВА,
Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекен, 10-мĕш класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code