Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕсленсех тăмалла

Тĕрĕсленсех тăмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ тĕрлĕ чирсенчен кĕрешес тĕллевпе ятарлă кунсене палăртнă. Çавна май кăкăр ракĕпе кĕрешмелли кун та пур. Мĕншĕн паллă тăваççĕ-ха ятарлă çак куна? Паллах, общественноçа кăкăрăн усал шыççине тупса палăртас ĕçе маларах явăçтарас тĕллевпе.

Хĕрарăмсен кăкăр ракĕ – усал шыçă чирĕсенчен чи малта тăраканни. Çулленех çак диагноза тĕнчере 1250000 çынна лартаççĕ. Раççейре çакă 50 пинпе танлашать. Вĕсенчен 50 проценчĕн чир шала кайни паллă. Пирĕн çĕршывра çак чире пула 20 пин ытла çын çулсерен пурнăçран уйрăлать.

Чир çамрăклансах пырать. 40 çулчченхи хĕрарăмсен кăкăрăн усал шыççи тĕл пулни шухăшлаттармаллах. 40-60 çулхисем те сахал мар чирлеççĕ. Гормонсен улшăнăвĕ те витĕм кÿрет-тĕр кунта. Кăкăрăн усал шыççи арçынсен те тĕл пулать. Çавăнпа та тĕрĕсленсех тăмалла. Вăхăтран вăхăта диспансеризаци тухмалла.

Чире мĕнле сăлтавсем пуçарса яма пултараççĕ-ха? Менструаци каярах /17 çултан иртсен/ е иртерех килни /12 çулчченех/, ача çуратманни е пĕрремĕшне 35 çул иртсен çеç алла илни тата ыттисем те. Çыннăн ÿсĕм çулĕ мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ чирлес хăрушлăх пур. Ăруран ăрăва та куçма пултарать çак усал чир. Радиаци шайĕ пысăкрах пулни те витĕм кÿрет. Самăрăлни те ырă патне илсе пымасть. Хĕвел çинче ытларах пулни те чире пуçарса яма пултаракан сăлтав пулса тăма пултарать. Пирус туртнин сиенĕ те пысăк. Пĕрремĕш ачана çуратичченех туртма пуçланисен умне уйрăмах çак хăрушлăх тухса тăрать. Çĕрлехи ĕç те, кăкăр ĕмĕртменни те, хырăм пăрахни те витĕм кÿреççех. Çавăн пекех кăкăра суранлатассинчен асăрханмалла.

Чире иртерех тупни сиплеве маларах пуçăнма май парать. Сывалас шанчăка çуратать. Диагноза пĕрремĕш тапхăрта палăртни хĕрарăмсен 98 процентне сывă юлма май парать. Çавăнпа та 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен икĕ çулта пĕр хутчен маммографи тухмалла. 50 çултан аслăраххисен вара çулталăкра пĕр хутчен.

В.ФРОЛОВ, онколог врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code