Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Акци йĕркелеççĕ

Акци йĕркелеççĕ

Пуш уйăхĕн 15-26-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акци иртет.

Наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ акцие.

Инкек тÿснисем тата наркотикпе суту-илÿ тăвакансем пирки хыпарлас текенсем районти полици пайне 2-54-75 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code