
Шкул çулĕсем — чи илемлĕ те хаваслă вăхăт. Пĕлỹ çуртĕнче эпир вулас, çырас, шутлас ăсталăха туптанă, ырăпа усала уйăрма, туслăха упрама, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма тата юратма вĕреннĕ. Кунта илнĕ пĕлĕве, хăнăхăва пурнăç тăршшĕпе аталантарса, пуянлатса пытăмăр. Хамра пĕлỹ панă мĕн пур вĕрентекене (паянхи кун вĕсем пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ) пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çак сăн ỹкерчĕкре 1960-1968 çулсенче Патреккелти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕр класра пĕлỹ илнĕ ачасем тата Борис Романович Романов, Любовь Георгиевна Миловидова, Алексей Николаевич Енейкин вĕрентекенсем сăнланнă. Ăшăлăхпа анчах юлнă вĕсем пурте манăн чĕрере. Сăн ỹкерчĕк ырă туйăмсем çуратать.
В.ПЕТРОВ.

