Елчĕкри «Улăп» ФОКра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн парнисене çĕнсе илессишĕн уçă турнир иртнĕ.
Тимĕр вăййине юратакансем 4 округран тата Чулхуларан пуçтарăннă. Елчĕксенчен ылтăн медальсене çаксем çĕнсе илнĕ: Виктория Андреева, Валерия Доброхотова, Евгения Изратова, Артур Мустаев, Алиса Пупина, Роман Николаев, Константин Филиппов, София Соловьева, Тарас Пупин, Артем Шкапов. Мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе чысланă, пĕтĕм спортсмена вĕри апатпа та тивĕçтернĕ.

