
Кỹршĕллĕ округри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕнче Елчĕксем пьедестал çине хăпарнă.
Вунă хулапа округран 170 спортсмен вăй виçнĕ унта. Михаил Миллин (сăн ỹкерчĕкре) хăй виçинче 1-мĕш, Арсений Адюков 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Кирилл Александров 4-мĕш позицире «чарăннă» пулсан та, куракансен ятарлă призне тивĕçни те питĕ паха.

