Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Каярах çыраççĕ

Каярах çыраççĕ

Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсен пĕтĕмлетÿ сочиненине çырмалли куна 2021 çулхи апрелĕн 5-мĕшне куçарнă.

Вăл, планланă тăрăх, паян иртмеллеччĕ. Вунпĕрмĕшсен ăнăçлă çырнă сочиненийĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалли хăйне майлă путевка шутланать.

9-мĕш классенче вĕренекенсен вырăс чĕлхипе иртмелли собеседовани вара эпидемиологи тĕлĕшĕнчен йывăртарах регионсенче дистанци мелĕпе пулĕ.

Кун пирки Рособрнадзорăн пресс-служби пĕлтернĕ.

«Расписанипе килĕшÿллĕн тăххăрмĕшсен собеседованийĕ февралĕн 10-мĕшĕнче иртмелле. Хушма сроксем тесе мартăн 10 тата майăн 17-мĕшĕсенче палăртнă. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ йывăр пулсан собеседовани регионсенчи ĕç тăвакан власть органĕсем йышăннипе дистанци формипе иртĕ», – палăртнă ведомствăра.

М.ЧЕРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code