Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Блиц-интервью: Владислав НИКОЛАЕВ

Блиц-интервью: Владислав НИКОЛАЕВ

Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тĕрлĕ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013-2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ.

В.Николаев – Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» /2010/, «Хула хĕрачи» /2016/, «Дипломлă Тиха» /2017/, «Манăн атте – çулçă» /2020/ кĕнекесен авторĕ. «Кĕтмен юрату» коллективлă сборника унăн «Кÿршĕ хĕрĕ» калавĕ кĕнĕ.

– Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

– Вăхăта усăллă та лайăх ирттермелли, кăткăс ыйтусене çĕклемелли тата татса памалли мел.

– Мĕн хавхалантарать сире çырма?

– Тĕрлĕрен: сăмах, шухăш, шăпа, кăсăк лару-тăру. Лайăх шухăш килет те пуçа – çырас килет. Пĕр-пĕр çын шăпи кăсăклантарса ярать те – каллех çырас килет. Тепĕр чухне такам пит аванах мар çырнă текста вулатăн та – тарăхса кайнипе вулакансене киленсе вуламалли калав-повесть, сăмахĕсем юхса пынăн туйăнмалли текст çырас килсе каять. Е пĕр-пĕр кăсăк лару-тăрăва лекетĕн, е юлташсем каласа параççĕ – çийĕнчех алла калем тытас килет.

– Юратнă поэт, прозаик.

– Унашкаллисем питĕ нумай. Поэтсенчен – Михаил Лермонтов, Сергей Есенин, Анна Ахматова, Марина Цветаева, Петĕр Хусанкай, Петĕр Яккусен, Петĕр Эйзин тата ыттисем те, уйрăммăн çавах та Владимир Высоцкий ятне асăнас килет. Прозаиксенчен – Антон Чехов, Михаил Шолохов, Валентин Распутин, Эрих Мария Ремарк, Пауло Коэльо, Харуки Мураками, Илпек Микулайĕ, Никифор Мранька тата ыттисем те, уйрăммăн асăнмалли çыравçă – Михаил Веллер. Драматургсенчен – Александр Островский тата Николай Терентьев.

– Юратнă кĕнеке.

– Нумай çеç мар, питĕ нумай юратнисем: «Мастер и Маргарита» /Михаил Булгаков/, «Жизнь взаймы» /Эрих Мария Ремарк/, «Унесенные ветром» /Маргарет Митчелл/, «Приключения майора Звягина» /Михаил Веллер/, «Алхимик» /Пауло Коэльо/ тата ыттисем те.

– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

– Халь пурăнакансенчен – Пауло Коэльопа тата Михаил Веллерпа. Пиртен уйрăлса кайнисенчен – Константин Ивановпа тата Çеçпĕл Мишшипе.

– Пурнăç девизĕ.

– Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух – çырмалла, ĕçлемелле, пурăнмалла.

– Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

– Юлташăмсене вулаттаратăп /тепĕр чухне никама кăтартмасăрах редакцисене яратăп/ – ку прозăпа юптарусем пирки. Пьесăсене чи малтанах çывăх тусăма Станислав Васильев режиссера кăтартатăп. Маншăн аслă ăрури çыравçăсен шухăшĕ питĕ кăсăк – Арсений Тарасовăн, Василий Кервенĕн, Виталий Станьялăн тата, паллах, Станислав Васильевăн.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code