Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чемпионсене йышăннă

Чемпионсене йышăннă

Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййисем иртнĕренпе часах виçĕ эрне те çитет, анчах унпа çыхăннă кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕ чакмасть-ха.

Виçĕмкун Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тĕнче шайĕнче пуçласа йĕркеленĕ
ăмăртăва хутшăннă, наци спорчĕн тĕрлĕ тĕсĕнче çĕнтернĕ ентешсене йышăннă. Станислав Мисяков
(Аслă Елчĕк), Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва) сăмаха ытлашши ваклама
юратмаççĕ пулин те, хăйсен çитĕнĕвĕсем, çухатăвĕсем пирки уççăн каласа панă.

-Эсир — пирĕн округ мухтавĕ, -палăртнă Леонард Васильевич. –Сирĕн хыççăн ыттисем кайĕç. Çапла
пуласса шансах тăратăп.

Çамрăк спортсменсене вăл Тав хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.

Аса илтеретпĕр: кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен тĕнче шайĕнчи вăййисем Шупашкарти Пăр керменĕнче юпа уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче иртнĕ. 25 çĕршывран хутшăннă атлетсем 14 тĕрлĕ спорт тĕсĕнче ăмăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code