Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынлăх – иксĕлми пурлăх

Çынлăх – иксĕлми пурлăх

Çывăх вăхăтра паллă çыравçă-журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Тимофеев 85 çул тултарать. Çавна май эпир ăна уçă калаçăва чĕнтĕмĕр.

Ачалăхăм

– Анатолий Артемьевич, каçарăр та, сире паян чылайăшĕ хăвăр çулăра памасть. Ялан ĕçлетĕр, кулленех çын хушшинче. Эсир хайлавăрсене час-часах тĕрлĕ хаçат-журналта куратпăр. Вĕсем, çăмăл чĕлхепе çырннăскерсем, хăвăрт вуланаççĕ, çав вăхăтрах нумайлăха асра юлаççĕ. Калăр-ха, мĕн хистет сире, самай çуллă пулсан та, компьютер умне ларма, йышлă вулакана килĕшекен тата хумхантаракан материалсем çырма;

– Темиçе сăмахпа каласан, мана мĕн ачаранах ватти-вĕтти хисеплени тата… манран мĕн-тĕр ыррине кĕтни. Астăватăп-ха, пирĕн урамра йывăр чирпе асапланакан хĕрарăм пурăнатчĕ. Çуллахи вăхăтра çитĕннисем хиртен кĕме пĕлместчĕç, ача-пăча вăхăта тĕрлĕ вăйăра ирттеретчĕ. Кÿршĕре пурăнакан Макка аппа хĕвеллĕ, ăшă кунсенче хăйĕн лутра çурчĕ умĕнчи сак çине тухса ларатчĕ. Чылай чухне мана хăй патне чĕнетчĕ те юнашар лартса сăвă калама ыйтатчĕ. Эпĕ, пĕр турткалашмасăрах, хам пуçра шăрçаланă йĕркесене аса илеттĕм. «Маттур, Туля, – тесе имшеркке аллипе хул пуççирен лăпкатчĕ аппа. – Сана итлесен ыратни те çăмăлланать, йывăр кăмăл та уçăлать. Хама темле аслă, ăслă çынпа калаçнă пек туятăп. Турă пурнăç тăрăшшĕпех пулăшса пытăр сана манпа шăкăлтатса ларнăшăн».

Маншăн, ача-пăчашăн, ватă пек курăнакан кÿршĕ ?хăй аллă çул тултараймасăрах çĕре кĕчĕ/ сăмахĕсене яланах чĕре патне илеттĕм, хама темле сăваплă ĕç тунăн туяттăм. Вăл лайăх вулама-çырма та пĕлменрен унăн хуйхи-суйхине ăнланнă, пăшăрханăвне туйса пынă май шухăша путаттăм: «Епле йывăр ăна хăйне-хăй алла илсе пурнăçа малалла тăсма…»

– Эпир иксĕмĕр те самай çуллă ĕнтĕ. Ачалăхри аса илÿсем аякран-аякка кайса пыраççĕ. Çав вăхăтрах чылай çĕрте эсир паян та çăмăл мар лару-тăрăва лекнисене кăмăлтан пулăшни çинчен каланине илтетпĕр.

– Тÿррипе каласан, ун пирки калаçмалли те çук. Ырă çынсен мĕн авалтанах пĕр-пĕрне пулăшасси йăлара пулнă. Хальхи пурте ăнлансах çитеймен самана пуçланиччен ялта харкам хăйне çурт тăвакансене ытларахăшĕ нимелле пулăшнă. Чухăнтараххисене укçа, тырă е ытти япала парса пурнăçа сыпăнтарма хавхалантарни те пулнă. Халĕ вара пĕчĕк кăна пулăшу паракан çын та «спонсор» ята тивĕçет. Е… пĕр-пĕр чăннипех те ырă ĕç тăвас текенсемех «спонсор» шыраса хăшкăлаççĕ. Анчах эпĕ … тăлăха юлнă ачасене йышăнса чăн-чăн амăшĕ е ашшĕ пулса тăнă çынна е пурнăçне аран сыпăнтарса пурăнакана ?ун пеккисем сахал мар халĕ/ кăштах пулăшнăшăн «спонсор» тесе каланине питĕ кÿреннĕ пулăттăм.

Сăмах май, хам пурнăçри пĕр пулăма аса илем-ха. Вăрçăран аманса таврăннă аттене, председатель ăна шелленĕрен пулĕ, ферма заведующийĕнче ĕçлеме сĕнет. «Эпĕ хутла пĕлсех каймастăп-çке», – хуравлать вăл хăюсăррăн. «Ара, санăн ывăлу маттур вĕт, – калаçăва малалла тăсать пуçлăх. – Шкулта лайăх вĕренет, клубра час-часах сăвăсем вулать, хăй те çырать, теççĕ…» Çакăн хыççăн атте ферма хуçи пулса тăчĕ. Каçсерен мана куллен мĕн-мĕн ĕç тунине çыртарса пыратчĕ. Каярахпа атте вырăнне «отчет» текеннине те çырма лекетчĕ. Председатель мана хисеплесе писарь вырăнне хуни, хам та çырнине асăнни вунă-вун икĕ çулхи ачан кăмăлне çĕклесех янă. Чăннипе каласан, çине тăрсах вĕренес, ваттисен сăмахне чĕрене картас туйăм манра ачаранах аталанса пынă. Аппаран юлнă «Тăван сăмах» кĕнекене уçса пăхман пĕр кун та иртмен. Чи малтан унти ÿкерчĕксем илĕртетчĕç, унтан сас паллисене паллама вĕрентĕм. Чылай чухне аппа сасăпа сăвă калатчĕ, сăмахĕсем ман пуçа кĕрсе юлатчĕç. Эпĕ хам çултисемпе пĕрремĕш класа кайиччен «Тăван сăмаха» темиçе хутчен те вуласа тухма ĕлкĕртĕм, чылай сăввисене пăхмасăрах пĕлекен пултăм. Çавна май 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтрĕм.

– Паллах, пуçласа пĕрремĕш класа каясси кашни ачанах хытă хумхантарать.

– Акă, эпĕ класри тантăшсемпе парта хушшинче ларатăп. Пĕрремĕш учительница Нина Федоровна ачасемпе уйрăммăн паллашать. Пĕрне, унтан теприне ура çине тăратать те, журналта паллă тунă хыççăн, вырăна ларма хушать. Кĕçех манăн хушамат тухрĕ. «Эпĕ», –терĕм те ура çине тăрса тÿрленсе тăтăм. Ларма хушасса кĕтетĕп. Анчах учительница васкамасть. Тем сывлăш çавăрса илчĕ те çапла каласа хучĕ: «Эсĕ, Туля, тата икĕ уйăхран çеç саккăр тултаратăн. Çавăнпа санăн халĕ киле каймалла. Вĕренме килес çул килетĕн».

Çак сăмахсене илтсен куçсем шывланчĕç, кĕçех йывăррăн ĕсĕклеме пуçларăм. «Эпĕ вулама та, çырма та пĕлетĕп, – тетĕп чĕтревлĕ саспа. – Нумай сăвă пăхмасăрах пĕлетĕп». «Эппин пĕр сăвă каласа пар-ха», – тет Нина Федоровна. Хама аран-аран лăплантарса, яра патăм:

Чĕкеç, чĕкеç-чĕкеçĕм,
Ларса канма пĕлмерĕн.
Кунĕпе апат пуçтартăн,
Чĕппÿсене тăрантартăн…

«Маттур, маттур, – мухтать мана учительница кăмăллăн. – Ачасем, Тимофеевран тĕслĕх илĕр. Лайăх вĕренĕр».

Урок вĕçленсен вара хăйпе юнашар лартрĕ те, шкула кăçал илме юраманнине тепĕр хут ăнлантарса пачĕ, унтан киле кайма хушрĕ.

Тăхтав вăхăтĕнче савăнăçлă ачасем выляççĕ-кулаççĕ, манăн вара – киле каймалла. Чун хурланнипе тата хытăрах йĕрсе ятăм. Тепĕр кунне, мана вĕренме илтерес тесе, анне те шкула кайса пăхнă, анчах усси пулман. Апла пулин те эпĕ юлташсемпе пĕрле кашни кунах шкулалла утатăп. Вĕсем класа кĕрсе лараççĕ, эпĕ, вĕсем урокран тухасса кĕтсе, çывăхра выляса çÿретĕп. Сивĕтме пуçларĕ. Шкул çумĕнчи пĕчĕк кÿлĕ пăрпа витĕнчĕ. Пуринчен малтан ярăнас тесе, эпĕ унта кĕрсе кайнă. Сисмен те… йĕркеллĕ шуса пынă çĕртенех чĕркуç таран шыва кĕрсе ÿкнĕ. Çакна куракансем учительсене пĕлтернĕ-мĕн. Çийĕнчех шкул завучĕ ман пата чупса çитрĕ те хĕрхенÿллĕн хушрĕ: «Ыранах шкула кил».

– Аçу-аннÿ савăнчĕ пулĕ вара;

– Паллах. Анчах вăрçă суранĕсене пула атте вăхăтсăр çĕре кĕчĕ те пирĕн пурнăç тĕрекĕ пĕтнĕ пекех туйăнчĕ. Çапах та эпир аптрасах ÿкмен. Çав çулах, анне тăрăшăвне пула, шăллăмпа иксĕмĕре ял çыннисен сурăхĕсене кĕтме шанса пачĕç. Паллах, ача-пăчашăн ирех тăрса ĕçе каясси çав тери йывăр пулнă. Апла пулсан та, анне час-часах калакан: «Йĕре-йĕре ĕçлекен кула-кула çинĕ, тет», – сăмахсем вăй-хал тата хавхалану кÿрсе пычĕç. Çав çул шкула вĕренме каярах кайрăм пулсан та ыттисемпе пĕрле ĕлкĕрсе пытăм. Çавна май учитель манпа çитĕннĕ çынла калаçни, лайăх вĕренме хавхалантарса пыни çунат хушнă пекех туйăнатчĕ. Мĕншĕн тесен эпир, шăллăмпа иксĕмĕр, чăн-чăн ĕçлекенсен шутнех кĕтĕмĕр. Ара, кĕтÿçĕсене выльăх хуçисем чиперех тăрантарма та, ытти пулăшу пама та тăрăшнă. Ял çинче ырă ят тухни те хавхалантарнă пире. Малтан, кĕтÿ йышăннă чухне: «Пултарайĕç-ши ку ачасем;» – тесе иккĕленекенсем те пулнă-çке. Кĕркунне енне вĕсен шухăшĕ пĕтĕмпех улшăннă. «Тимофеевсен ачисем вĕренме кăна мар, ĕçлеме те хăвăрт хăнăхса пыраççĕ», – тетчĕç.

Тепĕр çул шăллăмпа иксĕмĕр Тилçел ялĕнче сысна кĕтĕвĕ кĕтме килĕшрĕмĕр. Унтан пире ĕçлесе илнĕ тырра машинăпах кÿрсе пани ялти ватăсене кăна мар, çамрăксене те тĕлĕнтернĕ. Хамăр та çакăн хыççăн чун-хавал енчен те, пурнăç çителĕклĕхĕпе те кăмăллă пулма тытăнтăмăр, хамăра ачалла мар çирĕп туйма хăнăхрăмăр.

Çырас туртăм пысăкчĕ

– Каçарăр та, Анатолий Артемьевич, чылай ача-пăча çамрăкла темĕнле ĕмĕтпе те пурăнать. Анчах час-часах çакăн пек килсе тухать: учитель пулас текенни тухтăр-тĕпчевçĕ, комбайнер ĕмĕтли вĕçевçĕ-летчик пулса тăрать. Эппин, калăр-ха, сирте епле майпа журналист-литератор туртăмĕ çуралнă;

– Темле хуравлас çак ыйту çине. Тен, мана хамăр килтех ял библиотеки тытăнса тăни тата унăн ертÿçи Алексей Константинов тарăн пĕлÿллĕ, пурне те ăнланакан пулни. Вăл эпĕ мĕнле хаçат-журнал е кĕнеке вуланипе кăсăкланатчĕ те хăйне тĕлĕннĕн кăтартатчĕ. «Санра çын шăпи туртăмĕ пысăк, эсĕ писательсемпе хытă кăсăкланатăн, санри тавра курăм тантăшусеннинчен анлăрах. Тата никам хушмасăрах хăв тĕллĕн мĕн те пулин çырма, пуçри шухăшусене кама-тăр уçса пама ăнтăлатăн. Туятăп, санра ăс-тăн профессийĕ аталанать».

Тен, çавна пулах хам сисмесĕрех ăна-кăна ытларах çыркалама тытăнтăм. Пĕррехинче, ун чухне Мускавра тухса тăнă «Пионерская правда» хаçатра таврара Тимур командисем епле ĕçлени çинчен пĕчĕк çеç заметка пичетленсе тухрĕ те, таврипех чапа тухрăм. Пĕр кунхине почта туххăмрах 50-60 çыру тыттарса хăварсан, никама та, нимле хурав пама та аптăраса çитрĕм. Пĕрин авторĕпе, Беларуç хĕрĕпе, мĕн ватăличченех туслă çыхăнуран уйрăлаймарăмăр. Совет Союзĕ арканнă хыççăн та ман пата çемьепе хăнана килес ĕмĕчĕ пысăк пулни çинчен хыпарласа тăратчĕ.

– Эсир халĕ чăн-чăн çыравçă та, анлă таврапĕлÿçĕ те. Сире ăс-тăнпа тавра курăм профессине яланлăхах суйласа илме кам ытларах хавхалантарнă;

– Пурнăç. Поэзие е чăн-чăн тĕрĕслĕхе юратни тата ун патне чунпа туртăнни. Ĕлĕкрех, ача-пăча чух анчах мар, сулăмлă çулсенче те манпа юнашар пыракан хĕр-упраçсенчен хăшĕ-пĕри Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин, Александр Пушкинпа Сергей Есенинăн сăввисенчи, Антон Чеховпа Лев Толстой, Максим Горький çырнисен чуна пырса тивекен йĕркисене кăмăлтан аса илсе утни.
Маларах асăннă А.Константинов библиотекарь ?каярахпа вăл Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ те пулчĕ/ сĕннипе çамрăклах хаçат-журнала çырма тытăнтăм. Ку енĕпе мана учительсем те хавхалантарсах тăнă. Элшелĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Петр Степанович Дедушкин эпĕ çырнă сочиненисене вулаттаратчĕ те тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатчĕ. Ытти предметсемпе те аван вĕреннĕрен тата çурма тăлăх пулнăран пулĕ, манран шкулта вĕреннĕшĕн пĕр пус та илмен ?7-мĕш класран вара çулталăкне 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ ун чухне/. Апла пулин те манăн çамрăкла вăтам пĕлÿ илме май килмерĕ.

– Вара…

– Малтан çывăхри Пăрăнтăк станцийĕнчи предприятисенче ĕçленĕ. Çул ÿстерсе ?ун чухне ял çыннине паспорт паманран ял Канашĕ çырнă хутпа/ Çĕпĕрте вăрман касма, Вологда облаçĕнче торф кăларма та хутшăннă. Пăвари сахăр завочĕн Пăрăнтăкри чĕкĕнтĕр базинче виçевçĕ пулнă вăхăтран вара, пĕр кĕтмен çĕртен, шăпа хаçатпа çыхăнтарчĕ. Вăхăтлăха Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕн «Пĕрлешÿллĕ ĕç» хаçачĕн яваплă серетарьне илчĕç те … журналистикăран уйрăлма памарĕç. Малтан Чăваш Енри Красноармейски редакцине, унтан хам çуралса ÿснĕ Пăва тăрăхĕнчи ?ултă район валли тухакан/ хаçатăн редакцине йыхравларĕç. Каярахпа, КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Андреевич Васильев йыхравĕпе «Колхоз ялавĕн» редакцине вырнаçса Елчĕкре тĕпленсен, чăн-чăн журналист-çыравçă та, парти ĕçченĕ те пулса тăтăм пулас. Кунта мана Пăвари виçĕ чĕлхепе тухса тăнă хаçатăн тĕп редакторĕн ?каярахпа «Социалистик Татарстан» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ/ çирĕплĕхĕ тата ырă сĕнĕвĕ пулăшса пычĕ. «Санра журналист пултарулăхĕ тапса тăрать. Апла пулсан, санăн аслă пĕлÿ илмеллех!» – терĕ те ним тăхтавсăр Хусана университета кĕмелли экзамене тухса каймалли пирки татса каларĕ. Çак сăмахсене çав самантра иртнĕ парти пухăвĕнче илтнĕрен, васкавлăн тумтире тăхăнтăм та, çунатланса тенĕ пек, тÿрех чукун çул станцине çитсе çула тухрăм.

Çакна та каласа хăварам-ха, Николай Васильевич. Пухтел хаçатĕнче ĕçлекенсем мана вăтам пĕлÿллĕ тесе хут çырса панă. Апла пулин те, манăн аслă пĕлÿ илес туртăм пысăк пулнăран Пăвари каçхи шкулăн 9 – 10-мĕш класĕсенчен лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе тухма тÿсĕмлĕх çитертĕм. Унта илнĕ пĕлÿпе тата тавра курăм анлă пулнăран универистетăн журналистика факультетне, конкурс пысăк пулсан та ?пĕр вырăна 7 çын ытла/ çăмăллăнах кĕтĕм. Унтан ăнăçлăнах алла диплом илтĕм.

Елчĕк ен, юратрăм эп сана

– Эсир Елчĕкре утмăл çула яхăн пурăнатăр. Ялта пулни сире журналистикăра тухăçлă ĕçлеме чăрмантармасть-и;

– Сире кăна çапла туйăнать пуль. Анчах Елчĕке чылайăшĕ чăн чăвашлăх хутлăхĕ тесе хаклать тата кунтан нумай çĕнĕлĕх, çав шутра чĕлхепе культура ыйтăвне хаклаççĕ пулсан, мĕншĕн манăн хулана е ытти тăрăха каймалла; Паллах, Шупашкарти икĕ учреждение, Хусанта тухма пуçланă «Сувар» хаçат редакторне хытах йыхравланисем шухăшлаттарман мар.

Елчĕке килме тата унта «тымар яма» сăлтавĕ туллиех пулнă. Калăпăр, Пăвара ĕçленĕ чухне корректор е куçаруçă ĕçĕ кăна çырлахтарман. Çавна лайăх чухланă тĕп редактор тата чăн-чăн журналист мана чи ответлă, пысăк пĕлтерĕшĕ материалсем çырма явăçтаратчĕ. Елчĕкре вара, Шупашкартан аякра пулсан та, манăн творчествăри пултарулăха туллин уçма тата аталантарма анлă майсем пулнă, паян та çителĕклех. Апла пулсан, вăл вăхăтри, каярахри район ертÿçисен сĕнĕвĕпе килĕшни тата Елчĕкре тĕпленни маншăн пĕрре те йăнăш пулман.

1965 çулта çĕнĕрен тухма пуçланă «Колхоз ялавĕ» хаçатăн редакторĕ П.М.Михайлов мана тараватлă йышăнни тата пĕрремĕш номерĕн ум статйине çырма шанни хăйех те Елчĕксемпе яланлăха çывăх тата татуллă пурăнма хистенĕ. Чылай çул редакцире ĕçленĕ тапхăрти пĕрлĕхпе туслăх, творчествăри уçăмлăх журналистикăра пысăк ăнăçлăх тума май панине пусăмлăн палăртас килет.

– Эсир район хаçатĕнче икĕ тапхăр ĕçлерĕр. Каярахпа, парти райкомĕн йышăнăвĕпе тĕп редактор пулса çĕнĕрен таврăнсан, сирĕн журналистикăри ертÿçĕ ĕçĕнчи пултарулăхăр тата уçăмлăрах палăрчĕ. Кĕске вăхăтрах редакципе типографи çуртне ăшăтма котельнăй туса хута ятăмăр, редакцин пурлăхпа техника никĕсне самай çирĕплетрĕмĕр.

– Çапла. Ĕçе йĕркелессинче çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕчĕç. Хаçат кăларас технологие çирĕп пурнăçлани, кадрсенчен хытă ыйтни материалсен темактикипе содержанине тĕпрен лайăхлатма та, редакцири ĕç графикне çирĕп тытса пыма та май пачĕ. Ĕçлекенсем час-часах киле каярах юлса таврăнни хыçа юлчĕ. Çавна пула çавăн пек шÿтлекенсем те тупăнатчĕç: «Сирĕн хаçат кĕçĕр пичетленмест-и;»

– Эсир парти райкомĕнче вун пилĕк çул ытла ĕçленĕ. Çак тапхăр сирĕншĕн мĕнпе палăрса тăрать тата журналистика уйĕнче чăрмав кÿмен-и;

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80–мĕш çулĕсенче районта 35-36 пин çын пурăнатчĕ. Шăпах çав тапхăрта çулсерен тенĕ пекех ик-виçĕ çĕнĕ шкул тата ача сачĕ, культура учрежденийĕ хута кайса пынă. Суту-илÿ çурчĕсем те çĕнелсех тăнă. Колхозсенче выльăх-чĕрлĕх витисемпе парксем, ытти обьектсем нумай тунă. Ял çыннисене çулталăкĕпех ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе хула предприятийĕсен цехĕсене йĕркеленĕ. Çĕрĕçпе выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ çулсеренех курăмлăн хушăнса пынă. Пур çĕрте те хуçалăхăн шалти расчет никĕсĕ çинче тухăçлăха ÿстерме май панă. Елчĕкри предприятисенче кăна та виçĕ пине яхăн рабочи тăтăш ĕçленĕ. Çак ăнăçлăхсенче район хаçачĕпе пичет витĕмлĕхĕ те яр уççăн курăнса тăрать. Калăпăр, 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Слава» колхозра ял хуçалăхĕнче шалти хуçалăх расчетне вăйлатас ыйтупа КПСС обкомĕн пленумĕ иртрĕ. Ун умĕн манăн çав колхоз опытне тĕплĕн уçса панă «Хуçалăх расчечĕ мĕн парать;» – ятпа уйрăм брошюра пичетленсе тухрĕ. Парти активĕнче ăна экономистсен сĕтел çинчи кĕнеки тесех хак пачĕç. Çав çулсенчех районти тĕрлĕ хуçалăхсенче хатĕрленĕ «Механизациленĕ звеносем ĕçре», «Хура тул пирĕн уй-хирте», «Ырă йĕр» тата ытти кăларăмсем тухрĕç. Пирĕн пуçарупах Елчĕкпе кÿршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк, Тутарстанри Пăва тата Апас районĕсемпе ăмăрту йĕркеленчĕ. Тупăшу арбитрĕ ?сăнавçи темелле-и ăна/ Мускавра тухакан «Экономика сельского хозяйства» журнал редакцийĕ пулчĕ. Çавна май манăн час-часах унта материалсем çырма, ăмăрту мĕнле пынине анлăн çутатма тивнĕ.

– 1989 çулта сирĕн пурнăçăрта тепĕр пысăк улшăну пулса иртрĕ: сире «Советская Чувашия» хаçатăн кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспондентне илчĕç. 1990 çулта хăвăрах «Самана» хаçат йĕркелерĕр. Çав тапхăртах Хусанта «Сувар» хаçат кăларас ĕçе пуçарса пытăр, çулсерен тенĕн кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларатăр. Коммунистсем КПРФăн районти организацине ертсе пыма шаннине те тÿрре кăларса пыратăр. Епле ĕлкĕретĕр пĕр вăхăтрах капашсăр пысăк ĕç тума;

– Республикăри хаçатсенче ĕçлеме мана парти райкомĕнче чухнех темиçе хут та йыхравланăччĕ. Анчах КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Я.Шадриков: «Кунта эсир кирлĕрех», – тесе, урăх çĕре куçма ирĕк ыйтнипе ниепле те килĕшмерĕ. Каярахпа, май килсе тухрĕ те, Елчĕкре пурăнсах юнашарти тăватă район корреспондентĕнче çĕкленÿллĕ кăмăлпе ĕçлеме тытăнтăм. 12 çул вăй хутăм вырăс хаçатĕнче. Чылай çул «Хыпарта» тăрăшма лекрĕ. Чĕрĕк ĕмĕр республика хаçачĕсенче ĕçлени манăн пултарулăха нумай ÿстерчĕ, тавра курăмпа ăсталăха ытларах анлăлатма май пачĕ. Унта ĕçлесе эпĕ нумай çĕннине алла илтĕм, çырас ăсталăха палăрмаллах пуянлатрăм, туптаса пытăм. Кунта куллен пулса иртекен пулăмсене çийĕнчех вулакана илĕртмелле çутатса парасси йăлараччĕ. Çак кăларăмсенче тăрăшнă вăхăтра питĕ нумай паллă çынпа çывăх паллашма, куçа-куçăн калаçма, вĕсем çинчен тĕплĕн çырма майсем тупăнчĕç.

1990-1997 çулсенче чи çывăх тус-журналистсемпе тата активпа пĕрле «Самана» хаçат кăларса тăма май килчĕ. Унăн тиражĕ кĕске вăхăтрах 7000 экземпляра çитрĕ. Вăл, ун чухнехи мĕнпур Союзлă Республикăсене кайса тăни аякри чăвашсем валли, сайрарах пулсан та, тĕл пулмалли тата паллашмалли чăн кĕпер пекех туйăнатчĕ.

Хусанта тухма пуçланă «Суварта» та манăн тÿпе пур. Малтан ăна çитмĕлмĕшсен варринчех кăларма тытăнас хыпар килчĕ. Кăштах укçа-тенкĕ те, ытти пулăшу та палăртнăччĕ. Эпĕ, хамăн ыйтăва КПСС Тĕп комитечĕ тивĕçтерет тесе шантăм та, редактор пулма та килĕшрĕм. Анчах татăклă ĕç 1990 çулта кăна пуçланчĕ. Ун чухне эпĕ редактор пулма Владимир Данилова килĕштертĕм. Ăна Шупашкарта наци конгресĕн пĕрремĕш съездĕнче тĕл пулсан хам пулăшасса, тата хаçата Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухакан 4-5 çамрăк яма шантарса. Эпир хамăр сăмаха чыслă пурнăçларăмăр. Анчах… тин тупăннă редактор пĕр номер кăларсанах…сарăмсăр вилсе выртрĕ. Мухтав Турра, кăларăма малалла тăсма талантлă журналист-йĕркелÿçĕ – ИТАР- ТАССăн Тутарстанри корреспонденчĕ Николай Сорокин хăй çине илчĕ. Эпир унпа алла-аллăн 7 çула яхăн ĕçлерĕмĕр. Ун хыççăн йывăр лава ывăнма пĕлми Костя Малышев кÿлĕнчĕ, халĕ Ирина Трифонова ăнăçлăн туртать.
Çав çулсенчех кĕнеке кăларас енĕпе те пуçаруллă ĕçлерĕм. Хальлĕхе вĕсенчен 19-шĕ вулакан патне çитнĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Фатуна хыв, пикеçĕм», «Чукун пиçиххиллĕ хурăн», «Ырă ят – хăватлă çунат», «Тамăкра туптаннă юрату»…

Кĕнеке çÿлĕкĕсем çинче вырăсла кăларăмсем те пур. Вĕсенчен пĕрне Чăваш халăх артистне Игнатий Молодова, теприне – «Мы из рода победителей» ятлине, Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен вун-вун çул Германири çар ушкăнĕнче тăнă, Европăри тата тĕнчери тăнăçлăха ăнăçлă хÿтĕленĕ паттăр ентешсене халалланă.

– Ырă калаçушăн тав, Анатолий Артемьевич. Сире малашне те сывлăхлă пулма, творчество ĕçĕнче çĕнĕ ăнăçлăхсем тума сунатпăр.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code