Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Елена Чернова ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Чи малтанах вăл районти централизациленĕ тĕп библиотекăна çитсе курнă. Унта юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке фончĕ пуянланасса кĕтеççĕ. Ку енĕпе республика вулавăша тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче тĕп юсав ĕçĕсем хĕрсех малалла тăсăлаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама бюджетра 20 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Сăрьелĕнчи культура çуртĕнче те юсав ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Ялти культура вучахне çĕнетме патшалăх 1417 пин тенкĕ уйăрнă. Рабочисем çурт тăррине улăштарнă, халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Елена Чернова юсав ĕçĕсемпе кăсăкланнă май культура сферин ертÿçисемпе малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă, культура мероприятийĕсене тата ял çыннин канăвне йĕркелессипе çĕнĕ сĕнÿ-канашсем панă.

Шкул çĕнелет

Çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă.

«Волжская строительная компания» ООО рабочийĕсем вĕренÿ учрежденийĕн чÿречисене çĕннисемпе улăштарнă. Хальхи вăхăтра чÿречесен янаххисене, аяккисене юсаса йĕркене кĕртеççĕ.

Удостоверени илнĕ

Елчĕкри 40-мĕш аптека коллективĕ ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетнĕ.

Шурă халатлă ĕçченсем сывă пурнăçшăн тăрăшса ГТО нормисене пурнăçланă. Çак кунсенче ГТО нормисене парас енĕпе ĕçлекен районти центрăн тĕп судйи Петр Смирнов фармацевтсене удостоверенисем панă. «Ылтăн» паллăна тивĕçнĕ аптека директорĕ Роза Молодова коллектив ГТО нормисене пурнăçлассине яваплăхпа хутшăннине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code