Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турхансен эткерлĕхĕ

Турхансен эткерлĕхĕ

Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Куçма Турхан /К.С.Сергеев/ иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ пичетленнĕ хыççăн чăвашсен чи паллă писателĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Эпĕ унăн пĕрремĕш томне Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтра питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм. Роман-трилогин виççĕмĕш томĕ 1976 çулта пичетленнĕ хыççăн Кузьма Сергеевич К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР Патшалăх премине тивĕçнĕ.

1983 çулта «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай заведующийĕнче ĕçлеме пуçласан кÿршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ юратнă писательпе темиçе хут та тĕл пулма тÿр килнĕ мана. Пĕррехинче ăна тахçантанпах кăсăклантаракан ыйту патăм: «Кузьма Сергеевич, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех Елчĕк районĕнче, Кĕçĕн Пăла хĕрринчи пысăках мар ялта пĕртăван Якку, Хĕветĕр тата Энтри Васильев-Турхансем пурăннă. Вĕсем сирĕн çывăх тăвансем пулман-ши?»

Чăвашсен пирвайхи пысăк калăплă историллĕ роман авторĕ çакăн пек хурав панăччĕ:

– Пирĕн ялсене пурĕ те 20 çухрăм уйăрать. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вунсакăр çул нимĕç чĕлхи учителĕнче ĕçленĕ Андрей Васильевич Турхан – ман аслă юлташăмччĕ. Эпĕ унăн аслă пиччĕшĕсем Яккупа Хĕветĕр çинчен 1930 çулсенче Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтрах пĕлнĕ, май пур таран вĕсен хайлавĕсене вулама тăрăшнă. Шел пулин те, вĕсен кĕнекисене пирĕн саманара пичетлемен, социализм вăхăтĕнче манăçа хăварнă. Эпĕ вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлавсене Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш поэзийĕпе литературине никĕслес тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк ĕç туса хăварнă, тăван пекех аслă ентешсене хисеплесе, Куçма Турхан ятпа пичетлеме пуçларăм. Çавăншăн мана виçĕ пĕртăванран пĕртен-пĕр пурăнакан çыравçă-педагог Андрей Васильевич темиçе хут та тав сăмахĕсем каланă, – тенĕччĕ К.Сергеев-Турхан.

1969 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче КПСС Елчĕк райкомĕнче мана, Совет çарĕнчен таврăннă учителе, комсомол райкомĕн пай заведующине çирĕплетрĕç. Тепĕр икĕ çултан ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса тăтăм. Çапла майпа эпĕ тăван районăн историйĕпе унăн аталанăвне лайăх пĕлме тăрăшнă. Анчах та мана республикăра чи малта пыракан район центрĕнче музей çукки канăç паман. Çак ыйтупа 1972 çул пуçламăшĕнче таçтанах куçа илĕртекен Елчĕкри чи капăр çуртăн виççĕмĕш хутне хăпартăм. Мана унта КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ З.Пчелов ăшшăн йышăнчĕ.

– Зинон Павлович, юлашки çулсенче Аслă Елчĕкре тата Лаш Таяпара шкул музейĕсем уçăлчĕç. Кăçал, раштав уйăхĕн вĕçĕнче, Совет Союзĕ йĕркеленсе çитнĕренпе шăп çур ĕмĕр çитет, пирĕн районăн та хăйне евĕрлĕ юбилей – 45 çул. Çак пулăмсене палăртса районта музей туса хурсан аванччĕ. Малтанлăха ун валли виçĕ çул каялла çĕкленнĕ культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пушă пÿлĕмсене тара илĕпĕр. Чи пысăк яваплăха эпĕ хам çине илесшĕн. Çак кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕçре мана пулăшма пионерсемпе шкул ачисен çурчĕн директорĕ Валерий Таллеров, Çĕнĕ Пăвари тата Патреккелĕнчи шкулсенчи рисовани учителĕсем, çав вăхăтрах ал ĕç ăстисемпе художниксем Алексей Турханпа Борис Моисеев пулăшма килĕшрĕç, – тесе пĕлтертĕм хама тахçантанпах канăç паман шухăша район пуçлăхне.

Питĕ савăнтарчĕ Зинон Павлович çав хĕллехи кун: вăл манăн сĕнĕве ырларĕ кăна мар, районăн ĕç тăвакан комитечĕн председательне Николай Архилина музей тăвас ыйтупа ятарлă хушу çирĕплетме ыйтрĕ. Пуçланчĕ вара çĕнĕ те кăсăклă ĕç. Ялсенче пурăнакан сумлă ĕçпе вăрçă, парти тата комсомол ветеранĕсем, канăçсăр тавра пĕлÿçĕсемпе аслă классенче вĕренекен комсомолецсем пулăшнипе кĕркуннеччен çĕр-çĕр хаклă документ, килте упранакан авалхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем тата халĕ раритет шутланакан ытти япаласем пуçтарăнчĕç. Турхан ялĕнчен Елчĕке кунсерен велосипедпа çÿрекен Алексей Григорьевич мана çав вăхăтра музейре Якку, Энтри тата Хĕветĕр пĕртăван Турхансем çинчен каласа паракан пуян стенд е кĕтес йĕркелемелли çинчен аса илтернĕччĕ. Шел ĕнтĕ, 1972 çулхи чÿк уйăхĕнче экспонатсене вырнаçтарнă чухне КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕнче ĕçлекенсем пирĕн сĕнĕве ырламарĕç. Çапла майпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче çĕнĕ ĕмĕр пуçланичченех пĕртăван Турхансем çинчен, çавăн пекех XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче е Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ Василий Дмитриев /Лаш Таяпа/, Николай Кедров /Елчĕк/, анчах та кайран, темиçе çул иртсен хăйсен пурнăçне тĕнпе çыхăнтарнă, районăн аталанăвĕнче ырă йĕр хăварнă ентешсем çинчен каласа паракан экспонатсем пулман.

1964 çулта Шупашкарта хăй вăхăтĕнче республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ паллă çыравçăн М.Юрьевăн «Чувашские писатели» библиографи справочникĕ кун çути курчĕ. Çак кĕнекен 232-234 страницисенче Кузьма Турхан /Сергеев/ çинчен вуласа пĕлме пулать. Хальхи Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, ачалăхра Курнавăшри чиркÿпе прихут шкулĕнче вĕреннĕ пĕртăвансем çинчен вара çак хулăн кĕнекере пачах вырăн тупăнман. Вĕсенчен те кĕçĕнни Энтри Турхан çав çулсенче Патăрьел ялĕнче пурăннă.

1990 çулсенче, уйрăмах çĕнĕ ĕмĕр пуçлансан, республикăри паллă ăсчахсем тата çыравçăсем Виталий Станьял, Геннадий Юмарт, Виталий Родионов тĕрлĕ хаçат-журналсенче Турхансем çинчен пуян содержаниллĕ очерксем пичетлерĕç. Василий Эктелпе Геннадий Юмарт 2001 çулта «Калем» издательствăра «Виçĕ Турхан – пĕртăван» кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитерчĕç.

2010 çулсенче Çемен Элькер ячĕллĕ республикăри преми лауреачĕсем Герман Желтухинпа çак йĕркесен авторĕ «Тăван Атăл» журналта тата Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатра пĕртăван Турхансем çинчен очерксем пичетлерĕç.

Юлашки çулсенче вĕсен йывăр шăпаллă пурнăçне тата ĕмĕр тăршшĕпех тăван литература каçалăкĕнче вăй хунă, чăваш культурине çĕклессишĕн хыпса çуннă ентешсен эткерлĕхне тĕрĕс çутатас тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçатра тĕп редактор заместителĕнче вăй хунă, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа Тутарстанра пурăнакан Е.Турхан нумай ĕçлерĕ. Евгений Андреевич ашшĕ – Энтри Турхан 1938-1957 çулсенче вăтам шкулта нимĕç чĕлхин учителĕнче ĕçленĕ. 2013 çулта, вăл çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тунă май, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче асăну хăми уçрĕç. 2017 çулта вара Турхан ялĕнче Хĕветĕр Турханăн мăнукĕсем Алексейпе Анатолий тата ытти пархатарлă вĕсен тăванĕсемпе ентешĕсем пулăшнипе яла пырса кĕнĕ çĕрте пĕртăван Турхансен виçĕ метр çÿллĕш палăкĕ çĕкленчĕ.

Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнчен тухнă паллă çынсен пурнăçĕпе ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕн заместителĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ф.Козлов тăтăшах кăсăкланать. Федор Николаевич хăй те пирĕн ентеш: унăн ашшĕ – Елчĕкрен, амăшĕ вара – Аслă Елчĕкрен, Горшковсен йăхĕнчен. Çулталăк каялла Шупашкарта вăл çырнă «Братья Турхан: личности и время» кĕнеке-монографи пичетрен тухрĕ. Патшалăх истори архивĕ сĕннипе ăна кăçал литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă.

Петĕр ЛАШТАЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code