Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулаçă яла сăнлать…

Хулаçă яла сăнлать…

«Окружающая нас Природа такова, что перед ней напрочь забываешь о существующей в живописи иерархии жанров, делении на главные и второстепенные. Все в гармонии! Только гармония, мудрость, любовь, и только в них заключено всеединство Природы, заключен секрет Целого, который ведет художника вглубь, к невидимой сущности явлений этого Мира».

Асăннă йĕркесен авторĕ – Елчĕкре çуралса ÿснĕ Виктор Карамаликов. Вăл, вăтам шкулта вĕреннĕ тапхăрта, Николай Молоствов тренер-преподаватель ертсе пынипе йывăр атлетикăра хăйĕн вăй-халне çирĕплетнĕ, республика шайĕнчи ăмăртусенче призерсен йышне те кĕнĕ.

– Сăпайлă, çав вăхăтрах çивĕч те ăнтăлуллă ачаччĕ, – аса илет халĕ Николай Ефимович. – Спортри шанăçĕ пысăкчĕ унăн, анчах вăл пурнăç тĕллевне урăххинче тупрĕ.

Çапла, ачалăхри тĕрлĕ шухăш-ĕмĕт ăна çĕнĕ тÿпене – ÿнере илсе тухнă: çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче /1991/ пĕлÿ илнĕ. Малалла кун-çулне Тольяттири автомобильсем кăларакан заводпа çыхăнтарнă – инженер-художниксен туслă командинче вăй хурать. Халĕ ĕнтĕ вăл ВАЗ ветеранĕ.

Хула пурнăçĕ Виктора тĕппипех хăй енне çавăрса илнĕ пулин те, чунра, шалта, ял юнĕ вылять-ха. Йывăç-курăксемлĕ, çырма-çатрасемлĕ, пĕве-кÿлĕсемлĕ çут çанталăк сăнĕсем художникăн асамлă аллисем витĕр черетлĕн шăранса тухаççĕ. Атăл тавралăхне куравсенче вырăнлă та витĕмлĕ уçса панăшăн ентеше хула мэрийĕн культура департаменчĕ Тав çырăвĕсемпе чысланă. Унсăр пуçне вăл Тольяттире çулсерен иртекен «Зимние сезоны» курава хастар хутшăнать.

2014 çулта ÿнерçĕ хăйĕн пултарулăхне пуçласа Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Раççейри Искусство эрни» /Мускав/ сăрă ĕçĕсен конкурсĕнче тĕрĕсленĕ, пейзажистсенчен «Вятка» картинипе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. «На просторе» ĕçĕ – 2-мĕш вырăнта. Çав çулхинех вăл Берлинта иртнĕ «Раççей литературин ылтăн ĕмĕрĕ» Пĕтĕм тĕнчери курав проектне ÿкерчĕксем тăратать. Вĕсенчен хăшне-пĕрне Берлинти хальхи художниксен каталогне кĕртеççĕ.

2017 çулта Раççей шайĕнчи конкурсра «После дождя. Болото» ĕçĕпе «Классика живопиçĕ» номинацире ыттисене хыçала хăварать. Кăçалхи çуркуннехи çитĕнĕвĕ пирки Виктор Львович шăнкăравласа пĕлтерчĕ: «Возвращение с молебна» ĕçĕпе /ÿкерчĕкре/ Раççей Искусство Премийĕн I степень лауречĕ пулса тăнă.

Виктор Львович 2010 çултанпа – Раççей ÿнерçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Вăл – аналитик. Унăн произведенийĕсене сăнатăн та, вĕсенчен кашнинчен пирĕн тăван кĕтесĕн, çĕрĕн, тĕнче культурин çутăлăхĕ, ăшши тапса тăрать. Вăл хăйĕн пултарулăхне Самар тăрăхĕпе çыхăнтарнă пулсан та чунĕпе тăван ялĕнче. Ĕçĕсенче пурнăçăн тулаш илемне кăна сăнламасть вăл, пулăмăн шалти аталанăвне тишкерет. Пейзаж та тĕнчен пĕр пайĕ кăна мар, çакăнта этемпе çут çанталăкăн çыхăнăвĕ, пурнăç улшăнăвĕ, анлă шухăшлав. Унăн картинисенче эпир уйрăм çынсене, вырăнсене курмастпăр – мĕнпур çĕрте пĕтĕмлетÿллĕ сăнар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code