Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Театр – асамлă тĕнче

Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче Театр тата Кулăш кунĕсене халалланă «Театр пуçтахлăхĕ» программа иртнĕ.

Унта Елчĕкри «Хастар» халăх театрĕ Ефим Никитинăн «Ан сивĕн, савни, ан сивĕн» пьесин пĕр пайне кăтартнă. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхальсем «Пуçа килсен пуçана», Патреккелсем «Çÿпçипе хупăлчи», Кĕçĕн Таяпасем «Пăрçа пăтти» спектакльсен сыпăкĕсене выляса куракансене савăнтарнă. Тÿскелти, Курнавăшри, Вăрăмхăвари, Таяпа Энтринчи сцена ăстисем те артистсенчен кая мар вылянă.

Пурнăçри паллă пулăм

Сăрьелĕнчи Салих Шариповшăн мартăн 25-мĕшĕ пурнăçри чи паллă пулăмпа çыхăннă.

Çак кун тыл ветеранĕ 90-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Ялти хисеплĕ ватăн сумлă юбилейне паллă тума Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Энтепе» ООО директорĕ Андрей Васильев, 14-мĕш номерлĕ мăсăльман прихучĕн имамĕ Зевдет Ахметзянов, прихут председателĕ Шаукат Салахутдинов тата ытти хаклă хăнасем пухăннă. Вĕсем Салих Зариповича саламласа асăнмалăх парнесем парса чысланă.

С.Шарипов чылай çул тăван колхозра электрик пулса тăрăшнă. Пенсие тухсан та ĕçрен часах уйрăлман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code