Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кăçал тăватă стипендиат

Кăçал тăватă стипендиат

Шкул пурнăçĕ кашни çыннăн асĕнче юлакан ырă тапхăр. Паянхи вĕренекенсем те хăйсене анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан юратнă учителĕсене асра тытаççех. Уроксенче тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне пултаруллă ачасемпе уйрăмшарăн та нумай ĕçлеççĕ хастар педагогсем. Çакă вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче пысăк ÿсĕмсем тунин, тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕнче, сумлă ăмăрту-конкурссенче малти вырăнсем йышăннин курăмлă кăтартăвĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Шкул ятне çĕкленĕ, çĕклекен вĕренекенсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçеççĕ. Кăçал та вĕсем тăваттăн. Пурте 11 класра вĕренеççĕ. Хальхи вăхăтра стипендиатсем хĕрсе кайсах патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленеççĕ, куллен хăйсен юратнă вĕрентекенĕсем йĕркелекен консультацисене çÿресе тавра курăма ÿстереççĕ. Кăçал аттестат илекенсен ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк та çунатлă. Шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне вĕсем хастар волонтер пулнипе те ырă ят çĕнсе илнĕ.

Леонид Яшин. Пултаруллă яш шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри физкультура олимпиадинче иртнĕ тата кăçалхи вĕренÿ çулĕсенчи регион шайĕнчи призер. Çавăн пекех шкул ачисен «Росатом» физикăпа математика олимпиадинче палăрнă. Спортпа туслăскер тĕрлĕ шайри ăмăртусенче тупăшать. Вăл Атăлçи физкультура спорт тата туризм патшалăхăн академийĕ физкультурăпа ирттернĕ олимпиадăра призерсен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех уншăн физика та ют мар. Ку енĕпе те регионсем шайĕнчи олимпиадăра хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă.

Александр Васильев. Вăл та, юлташĕ пекех, физкультурăпа туслă. Çак предметпа умлă-хыçлă регион шайĕнчи олимпиадăн призерĕ. Шкулти, районти ăмăртусенчен те пăрăнмасть. Армрестлингпа интересленнисĕр пуçне баскетболла, футболла выляма ăста. Ку енĕпе командăпа район шайĕнчи ăмăртусенче призлă вырăнсем пĕрре мар йышăннă. Физикăпа та кăсăкланать.

Олеся Анисимова. Шкулăн вĕренÿ канашĕн лидерĕ пур çĕре те çитме тăрăшать. Çул çитмен ачасен ĕç бригадисен республикăри фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. «История нашего ЮИД» видеороликсен республикăри конкурсĕнче отряд иккĕмĕш вырăн йышăннинче унăн тÿпи те пысăк. Районти олимпиадăсенче те хастарлăх кăтартать. Литературăпа икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ, физкультурăпа призер пулса тăван шкул чысне хÿтĕленĕ. Физикăпа тĕнче шайĕнчи «Фоксфорд» онлайн-олимпиадăра икĕ çул призер пулса тăнă.

Олеся спортпа туслă. Волейболистсен капитанĕ. «Наци кросĕ», «Йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă ăмăртусенче яланах призлă вырăнсем йышăнать.

Анна Лапшина. Физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиадăн кăçалхи призерĕ. Олеся пекех Анна та çул çитмен ачасен ĕç бригадинче, «История нашего ЮИД» конкурссене активлă хутшăннă. Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регион шайĕнчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Маттурскер тĕрлĕ шайри наукăпа практика конференцийĕсенче хăйĕн ăсталăхĕпе пĕрре мар республика шайĕнче палăрнă. Районти «Чи лайăх волонтер отрячĕ», «Великий Микромир» регионти конкурссенче мала тухнă.

Шкул чысне çĕклет

Д.Ловкин маларах аса илнĕ талантлă ачасемпе пĕр класра вĕренет. Вăл ЧР Пуçлăхĕн иртнĕ çулхи стипендиачĕ.

Даниил вĕренÿре яланах малтисен ретĕнче. Кăçал та астрономипе Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен регионти тапхăрĕнче çĕнтерчĕ, физикăпа призер пулса тăчĕ. Пултаруллă вĕренекен ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне те çĕклерĕç.

Даниил тĕрĕс наукăсене кăмăллать. Çулсеренех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен математика, физика предмечĕсен олимпиадисенче палăрать. Кăçал çĕнтерÿçĕсен ретне тăчĕ. «Чăваш Енри электротехникăн шанчăкĕ» олимпиадăра математикăпа, физикăпа призер пулчĕ. «Чăваш Енри машиностроенин шанчăкĕ» олимпиадăра та маххă памарĕ, республикăри шкул ачисем хушшинче призер пулнипе шкул ятне çÿле çĕклерĕ. Пултаруллă çамрăка пысăк ÿсĕмсем патне ертсе пыраканĕ – Николай Чернов учитель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code