Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çимĕк — асăну кунĕ

Çимĕк — асăну кунĕ

Православи тĕнне ĕненекенсен тепĕр пысăк уявĕ — Çимĕк çитрĕ.

Кашниех эпир çак кун пурнăçран уйрăлнă çывăх çынсене, тăвансене асăнатпăр. Маларах масар территорине тирпей-илем кĕртетпĕр. Çимĕк умĕн ĕлĕкех мунча хутса кĕнĕ. Сиплĕ курăксемпе çăвăннă, тĕрлĕ йывăç туратĕнчен милĕксем хатĕрленĕ. Вĕсене тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă. Туратсене çавăн пекех чỹрече, алăк, хапха çине хĕстерсе хунă. Ытларах чухне пилеш турачĕсене. Асăннă пулăм чир-чĕртен сыхлать тенĕ.

Масар çине апат-çимĕçне илсе каятпăр-ха — леш тĕнчерисем те тутă пулччăр тени ку. Анчах эрехпе асăнни пачах килĕшỹсĕр. Çын тыткаларăшĕнче яланхиллех сăпайлăх, йĕркелĕх тĕп атрибутсем пулма кирлĕ. Çимĕк хыççăн та масар вырăнĕ тасалăхра юлтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code