Елчĕкри Титов урамĕнче пурăнакансем пĕтĕм ĕçе ушкăнпа пурнăçлама хăнăхнă.
Сергей Васильев староста ертсе пынипе Çимĕк кунĕччен вĕсем масар территорине вĕрене йывăççисенчен, хыт хураран, çỹп-çапран тасатса тирпейленĕ. Андрей Мисяков уйрăм пайтаçăн бригади «Пуçару бюджечĕн» проекчĕпе килĕшỹллĕн 933718 тенкĕлĕх тимĕр карта тытса çавăрнă. Черетре — масар çуртне тăвасси.

