Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявсем умĕн — наградăсем

Уявсем умĕн — наградăсем

Район администрацийĕн пысăк залĕнче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене çывхарса килекен уявсен ячĕпе саламланă, малашлăхра ăнăçупа ỹсĕмсем суннă, кăçалхи итогсемпе кĕскен паллаштарнă май ĕçре пысăк кăтартусемпе палăрнисене наградăсем парса чыс тунă. ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Спиридонова ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн Тав хутне, ялсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслетес енĕпе ирттернĕ республикăри смотр-конкурса тĕрлĕ номинацире хутшăннă Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ (пуçлăхĕ В.Афанасьев), «Кашкăр йăви» сунарçăсен хăна çурчĕн директорĕ Л.Князев, Лаш Таяпари ваттисемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăм (ертỹçи Л.Князева), Аслă Елчĕкри Патшинсен çемйи ЧР Строительство, архитектура тата ЖКХ министерствин Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Çавăн пекех ĕçре палăрнисене район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене парса чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code