Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сергей Шелтукова асăнса

Сергей Шелтукова асăнса

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса йывăр атлетикăн уçă турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса районти паллă спортсменсемпе республикăран килнĕ хăнасем Сергей Сильвестровича ырăпа аса илнĕ, вăл районта, республикăра спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртнă.

Турнирта 50 яхăн штангист тăхăр ÿсĕм-категорире тупăшнă. Хăйсен виçисенче А.Киселев, Д.Казеев, Д.Смирнов /Елчĕк шкулĕ/, А.Панкратов, М.Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, А.Овчинников, К.Сальников /«Юман» спорт клубĕ/, М.Марков /Патреккел/, абсолютлă категорире А.Перцев /Питтĕпел/, Ю.Веникова /«Юман»/ пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Хĕр ачасем хушшинче Синклер мелĕпе чи лайăх йывăр атлет Ю.Веникова, арçын ачасенчен А.Овчинников районти йывăр атлетика федерацийĕн председателĕнчен Д.Портновран ятарлă кубоксем илме тивĕçнĕ.

Чăваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ А.Арсунакаев турнирăн чи çамрăк участникне Д.Портнова, çĕнтерме талпăнакана Д.Арсунакаева, пысăк ăсталăхшăн А.Перцева уйрăм призсем парса чысланă.

Мăшăрне халалланă турнира С.Шелтуковăн арăмĕ Светлана Петровна, пĕр тăванĕсем хутшăннă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ятарлă призсемпе парнесем парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code