Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕçе хутшăнар

Ырă ĕçе хутшăнар

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне Елчĕксем те тÿпе хываççĕ.

Хальлĕхе республикăри фондăн пухмачне район çыннисем 197235,66 тенкĕ куçарнă. Юлашки вăхăтра çак сăваплă ĕçе «Энтепе» ООО, «Прогресс» АХО 10000-шер, «Яманчурино» ООО, «Сатурн» ЯХПК, «А-Свет» ООО 5000-шер тенкĕ хывнă. Хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательсем çак ĕçе хутшăнса пыраççĕ.

Ырă ĕç туни пархатарлă. Район çыннисем ыркăмăллăх марафонне хывнă укçа тăван районти тăлăх, нумай ачаллă çемьери ачасене пулăшма каять.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code