Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спартакиада пĕрлештерчĕ

Спартакиада пĕрлештерчĕ

«Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче «хĕрÿ точкăсенче» пулнă ветерансен, вĕсен çемйисен республика шайĕнчи улттăмĕш спартакиадине Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи, Шупашкарти спорт ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

Тĕл пулу сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленме май панисĕр пуçне пĕрле пухăнса чунтан калаçма, иртнине аса илме тата туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртмалла.

Уява хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, «Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Матвеев, «Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

– Эсир, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксем, граждансене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вăй пулса тăратăр. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр уйрăмах çамрăк ăрушăн усăллă, – палăртрĕ Леонард Левый.

Кăçал совет салтакĕсене Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине тĕпе хурса уяв программине пуянрах та анлăрах хатĕрленĕ. «Афганецсен» пĕр ушкăнĕ юбилей медальне тивĕçрĕ. Петр Анисимова /Кавал/, Николай Петрова /Патреккел/, Владимир Светопольские /Курнавăш/ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне парса чысларĕç.

Вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăнă хыççăн çемьесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслерĕç: шывра ишесси, шашкăлла тата шахматла вылясси, волейбол, дартс, канат туртасси, пăшалтан пересси, автомата салатса пуçтарасси… Хăш-пĕр хастарсем 3-4 вăйă-ăмăртура та çĕнтерме пултарчĕç. Волейбол вăййи уйрăмах хĕрÿ те хавхалануллă иртрĕ. Кунта Шупашкар хулинчен килнĕ спортсменсем çĕнтерчĕç. Сĕнтĕрвăрри тата Елчĕк районĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, дипломпа хавхалантарчĕç. Шашкăлла тата шахматла вылякансем ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн членĕнчен Рифкат Харисовран уйрăм парнене – кĕнекене тивĕçрĕç.

Спартакиадăна хутшăннисем ăна йĕркелеме пулăшнă спонсорсене – «Яманчурино» тата «Чувашъенкрахмал» ОООсен ертÿçисене Владимир Рахмуллинпа Александр Кудряшова, Юрий Краснова /«Юкка» фирмăн генеральнăй директорĕ/, Леонид Григорьев, Дмитрий Чернов /Кивĕ Эйпеç/ уйрăм предпринимательсене, Вячеслав Павлова /Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать/ тата ытти «афганецсене» пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Спартакиадăна хутшăннисене Вячеслав Захаров, Николай Малышкин юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code