Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шухăшсем…

Шухăшсем…

Çын ĕçĕ курăнмасть.
Ĕçсĕр кану çук.
Ĕçлемесĕр ют çын мулĕпе пурăнаймăн.
Ĕçлемесĕр хырăм тăранмасть.
Апатри тăвар сăмах пекех виçеллĕ кирлĕ.
Кушакăн пĕр çулĕ çыннăн 5 çулĕпе танлашать, теççĕ.
Икĕ-виçĕ аслă пĕлỹ илни çыннăн ăс-хакăл пуянлăхне пĕлтермест-ха.
Пурнăçри пĕтĕм пỹтсĕрлĕхпе ирсĕрлĕх — вăйсăрлăхран.
Пурнăçа йывăрлăхра кăна хаклама вĕренетĕн.
Нумай ачашăн чи çывăх «юлташ» халь — карас телефонĕ.
Çын ĕмĕрне спорт анчах мар, çын пек пурăнни тăсать.
Ĕçчен çын чула та чун кĕртет.
Хисеплĕ кун час иртет.
Камăн тỹрĕ кăмăл — ăна ялан çăмăл.
Хаяр умне хăяр хур, хăвăн умна хăях хур.
Кĕвĕç куç хăй çиес çăкăрĕ çине те кĕвĕçсе пăхать.
Хырăм выççине курманни çăкăр тутине пĕлмест.
Хул-çурăма йывăр — чĕрене çăмăл.
Уйăх çути — çул çути, хĕвел çути — кун çути.
Шыв вăйне кăвар вăйĕ çитмен.
Вăрман киле пушă ямасть.
Вăрмана çур тăлăп теççĕ.
Хĕл кунĕ хĕрĕх тĕслĕ.
Пĕрлĕхпе туслăх — йĕкĕреш.
Кутăн кĕрекен укçа — ĕмĕтсĕрлĕх çăл куçĕ.
Хăнара хуçан йĕрки.
Ырлăх пĕлĕтрен ỹкмест.

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code