Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсем те пулăшĕç

Волонтерсем те пулăшĕç

2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме 20 пин волонтер хутшăнмалла.

Çакăн пирки çĕршыври Çамрăксен ĕçĕн федераци агентствин ертÿçипе Александр Бугаевпа Росстат ертÿçи Павел Малков килĕшÿ тунă.

– Юлашки çулсенче пире волонтерсен ĕçне аталантарма пулăшакан инфратытăм йĕркелеме май килчĕ. Центрсен тата ведомствăсен хушшинчи канашĕсем пурри халăх çыравĕнче волонтер корпусĕсене уçма пулăшать. Хальхи вăхăтра пысăк проекта ырă тăвакансемсĕр пурнăçлама йывăртарах. Эпир волонтерсене çĕнĕлĕхе пуçăнма, вĕсен вăй-халне социологи ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма, çынсемпе, кун-çулпа паллашма сĕнетпĕр, – тесе палăртнă Александр Бугаев.

Волонтерсене суйласа илес, вĕрентсе хатĕрлес ĕç-хĕле Росстат ырă тăвакансен юхăмне аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ регионти центрсемпе пĕрле пурнăçлĕ. Статистика ведомстви волонтерсемпе çырава хутшăнма контракт тăвĕ, çырав ирттермелли социаллă учрежденисене палăртĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code