Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туристсен йышĕ ÿснĕ

Туристсен йышĕ ÿснĕ

2019 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 8-мĕшĕччен Шупашкарти туризм объекчĕсене 16 пин ытла çын килсе курнă.

Туроператорсем пĕлтернĕ тăрăх, туристсем хулари хăна çурчĕсенче 1-2 кун пурăннă. Пĕччен е иккĕн çÿрекенсен йышĕ уйрăмах нумайланнă. 16 кунра Чăваш Ене Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Чулхула, Киров, Пермь, Ярославль, Кострома, Владимир хулисенче пурăнакансем çитсе курнă. Туристсем ытларах «Амазони» парка килĕштернĕ, çавăн пекех Амăшĕн палăкĕпе Шупашкар Арбатне кăмăлланă. Хулари музейсенче те хăна нумай пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code