Раççейре 25 çултан çамрăкрах предпринимательсен йышĕ ỹссе пырать: юлашки 5 çулта çак кăтарту ултă хутчен пысăкланнă.
Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра çĕршывра 25 çултан кĕçĕнрех 2,7 миллион предприниматель шутланать. 18 çултан кĕçĕнреххисен йышĕ 5 çулта 22 процент ỹснĕ. Хальхи вăхăтра çула çитмен 12 пин çамрăк хăйсен бизнесне йĕркеленине шута илнĕ.
«Предприниматель студентсем тата çамрăк бизнесменсем — ăслăлăх-техника аталанăвĕн тĕп никĕсĕ. Чăваш Енре те патшалăх пулăшăвĕпе хăйсен пуçарăвĕсене ĕçе кĕртнĕ çамрăк предприниматель сахал мар. Курăмлă тĕслĕх — «Манăн ырă бизнес» конкурсăн «Çамрăк предприниматель» номинацийĕнче çĕнтернĕ проект», — тесе пĕлтернĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

