Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Поэзи кĕтесĕ

Поэзи кĕтесĕ

Пурнăç тĕшши

Пурнăç мар вăл юратусăр,
Кăлăх çăкăр çĕртни çеç.
Чăлах чунлă этем унсăр —
Хирĕçлет тĕк, кам — суеç?

Вăрттăн туйăм хумхатсассăн
Çĕрĕн-кунĕн чĕрене
Юрату çинчен эс асăн —
Ахăр, пулнă ун тĕлне.

Чăннипех халь пурăнатăн,
Кăмăл-туйăм çутă сан.
Эпĕ хам та хĕм кăварлă
Юрату тĕл пулнăран.

Кăсăк, мĕн тери-çке кăсăк:
Эсĕ — эпĕ… Тĕл пулу…
Кăмăлтан алла эп тăсăп,
Çиçĕ санăн йăл куллу.

Пурнăç мар вăл юратусăр,
Кăлăх çăкăр çĕртни çеç.
Ан пул, тусăм, эсĕ сусăр —
Юратушăн пул эс веç.

Кĕрхи каç

Кĕрхи çил вĕçет çĕр-каçлă,
Кассăн-кассăн вăйланса.
Çывăрмастăп. Çĕтрĕ канăç —
Татах килтĕн эс аса.

Сан мерчен куçсем сапаççĕ
Ялкăш çутă таврана.
Ах! Мĕнле хĕрарăм влаçĕ
Тыткăнларĕ ман чуна.

Ыталасчĕ те ачашшăн
Çепĕç, савăк сăмахпа.
Юратни çинчен каласчĕ
Пĕрлештернĕ чух шăпа.

Чарăнма чунтан ыйтатăп
Вăхăта çак тапхăрта…
Хирĕç — çумăр. Çут çанталăк
Ỹкĕнмест. Çук! Нихçан та.

Кĕрхи çумăр шăпăр-шăпăр,
Кассăн-кассăн вăйланать.
Туйăнать: аллу сан кĕçĕр
Ман чĕре çине выртать.

Кĕлленмен кăмрăк

Санăн урлă вăйланатăп,
Шанăç патăн эс мана.
Çавăнпа эп пурăнатăп,
Тав тăватăп пĕр сана.

Çавăнпа эп пултаратăп
Юратма хĕрарăма.
Эс пулнишĕн маншăн калăп,
Эс пĕлнишĕн юрама.

Куçунтан татах пăхатăп,
Сĕртĕнетĕп çивĕтне.
Эсĕ пултăн — ăнланатăп,
Турă панă чăн парне.

Инçере эс, анчах çывăх.
Çынсем ан пĕлччĕр. Шел мар.
Ĕненсем, кунта çук çылăх —
Чĕрере пулсан кăвар.

Тăнлавра çỹç кăвакарнă,
Хĕм сапмаç куç шевлисем.
Тепĕр чух-çке кăвайтран та
Хĕрỹрех кăмрăкĕсем.

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code