Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрÿ ĕçре вĕсем ялан

Хĕрÿ ĕçре вĕсем ялан

Сăн ÿкерчĕкре «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем: Дмитрий Егоров комбайнер тата Сергей Афанасьев водитель. Вырмана тухнăранпах кун сиктерсе тенĕ пек çумăр çуса тăнă вăхăтра та çирĕп кăмăл-туйăмлă пулнипе, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнипе палăрса тăраççĕ.

Дмитрий Егоров çамрăк нихăш ĕçрен те ÿркенсе тăракан йышши мар. Хăюллă, пуçаруллă пулнăшăн та ĕçтешĕсем хисеплеççĕ ăна. Комбайнер пулма çирĕплетни те ахальтен мар – пысăк тивĕç, чыс та. Ял хуçалăх производствинчи ĕç-хĕл мĕн тери пысăк яваплăхпа чăтăмлăх ыйтнине, чылай чухне кунти лару-тăру çынран та мар, тÿрремĕнех çанталăк условийĕнчен килнине хăй куçĕпе курса тăрать пулин те Дима ял пурнăçне килĕштерет, механизатор профессийĕ, пушшех, уншăн – чун ыйтни. Хăйне çирĕплетсе панă «ВЕКТОР-410» комбайна кăлтăксăр тата тухăçлă ĕçлеттерет. Чун-чĕре хистевĕпе пурнăçлакан ĕçре ăнăçу, çитĕнÿ пулатех.

Сергей Афанасьева вăл аслă юлташĕ вырăннех хурать. Çапла пулмасăр. Мĕн çамрăкран тытăнса çак вăхăтченех тăван хуçалăхра водительте тимлекен Сергей Иосифович, чăннипех, çамрăксен наставникĕ. Хальхи вăхăтра вăл ЗИЛ автомашинăпа йĕтемрен кĕлете тырă турттарать.

…Çанталăк уяртнă вăхăтпа усă курса «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче 625 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула çурри ытла, пурĕ 12917 центнер пухса кĕртнĕ. Хальлĕхе 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 39,5 центнерпа танлашать. Уй-хирти малашнехи ĕçсене мĕнле йĕркелесе пырасса вара калама хĕн – çанталăк мĕн калĕ. Паллах, çапса тĕшĕленĕ лаптăксенче çийĕнчех кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе те паян-ыранах вĕçлемелле, ун хыççăнах акма тухĕç. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕ 200 гектар пулмалла.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code