Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чуна çывăх поэзи каçĕ

Чуна çывăх поэзи каçĕ

Округра Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем çине-çинех иртеççĕ. Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен, право хуралĕн ветеранĕсен округри канашĕ те пархатарлă ĕçрен айккинче юлмасть.

Елчĕкри тĕп библиотекăра «Ырă сунатпăр сана» поэзи каçĕ иртрĕ. Паттăрлăх, туслăхпа юрату çинчен çырнă чуна пырса тивекен сăвăсем янăрарĕç унта. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Енейкина (Патреккел) хăйĕн хайлавĕсемпе темиçе кĕнеке те кăларма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕл пулура та чылайăшĕнпе паллаштарчĕ вăл.

Аслă Пăла Тимешĕнчи Зинаида Портнова вăрçăран аманса таврăннă ашшĕ, Курнавăшри Дария Смирнова паттăрла пуç хунă пиччĕшĕ çинчен чĕрене хумхатакан йĕркесем шăрçаланă. Икĕ Зоя, Ефремовăпа (Кĕçĕн Таяпа) Мазюкина (Кавал), сăввисене вуланă чухне куç шывланать. Аслă Таяпаран килнĕ Роза Иванован чун çимĕçĕ те тарăн шухăшлă. Унта ăшăлăх, ырăлăх хуçаланать.

Кỹлпуç ялĕнчи Владислав Сазонов поэзи лаççинче çĕнĕ çын мар. Опычĕ çирĕпленсе пынă май философиллĕ шухăшлава та «ирĕке» яма хăрамасть. Черетлĕ кĕнеке калăплас ĕмĕчĕ те пысăк сăвăçăн. Пултарулăх каçĕнче вăл Н.А.Петров Раççей Геройĕ çинчен çырнă сăввине вуларĕ.

Сăвă çырасси — ларса апат çиесси мар. Кашни çыннăн тĕрлĕ самантра çуралаççĕ йĕркесем. Çĕнĕ Пăвари Василиса Никонова, ав, мăшăрĕпе виçĕ ывăлне ĕмĕрлĕхех тăпрапа хупланă хыççăн сăвă хайлас енне сулăннă. Хурлăхлă сăмахсем. Куççульсĕр итлеме май çук.

Кунашкал тĕл пулу халĕччен пулманччĕ-ха. Вырăнти поэзи анинче «суха» тăвакансене шкулсене чĕнсен те аван пулма кирлĕ.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code