
Чей хутаçĕ усăллине пĕлнĕ-и? Акă хăш-пĕр сĕнỹ:
— холодильникра аван шăршă пулма контейнера темиçе хутаç чей хурса лартмалла;
— кухньăри тимĕр япалана нỹрлĕ хура чей хутаçĕпе сăтăрсан вăл тутăхмасть;
— кĕрпене вĕри шыва яриччен унта пĕр минутлăха тĕрлĕ шăршăллă чей хутаçĕ чиксе илмелле, тутлă пулать;
— çуллă савăт-сапана ăшă шыва ямалла, 2-3 чей хутаçĕ хушмалла, вăл тасалĕ;
— усă курнă чей хутаçĕсене тепĕр хут вĕретсе илмелле те шывĕпе кантăка е тĕкĕре сирпĕтмелле, хыççăн сăтăрмалла, тасалĕ;
— усă курнă чей хутаçĕсене уçса пахчари ỹсен-тăран йĕри-тавра сапмалла — хăйне евĕрлĕ компост пулчĕ те;
ç-унă хыççăн лĕп чейпе чỹхесен çỹç йăлтăркка пулать, ỹсме те пулăшать;
— урари хытă шыççа (мозоль) çемçетме, шăрша пĕтерме чей ваннинче тытмалла.

