Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿкерчĕксен конкурсĕ

Ÿкерчĕксен конкурсĕ

Чăваш Енре пурăнакансене Раççей шайĕнчи «Мои герои большой войны» пултарулăх конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ. Ентешсен открытка коллекцийĕн серийĕн авторĕ пулма май пур.

Тупăшăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса йĕркеленĕ. Вăрçа хутшăннисен паттăрлăхĕ çинчен çитĕнекен ăрăва каласа кăтартас, шкулта вĕренекенсене çемье альбомĕсене тишкерме хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса 6-17 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Вăл ултă номинаципе – «Ÿкерчĕк», «Поэзи», «Видеорепортаж», «Вокал», «Ташă», «Хăйне евĕрлĕ жанр» – иртет. «Ÿкерчĕк» номинаци çĕнтерÿçисен ĕçĕсем Раççей почтин открытка коллекцине кĕрĕç. Ĕçсене detigeroi.ru сайтра мартăн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене апрелĕн 15-мĕшĕнче палăртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code