Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ тÿлевсем

Çĕнĕ тÿлевсем

Кăçалхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра – ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем.

Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр.

Икĕ пособие тÿлессипе вара «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ, ятарлă документсем йышăннă.

Сахал тупăшлă çемьесем тата ача кĕтекен хĕрарăмсем июлĕн 1-мĕшĕнчен пособи илме заявлени çырма пултараççĕ. Çĕнĕ пособие илесси çемье тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионта палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар. Республикăра вăл 9804 тенкĕпе танлашать.

Çĕнĕ тÿлевсене илме пултараççĕ:

– 8 çултан пуçласа 16 çулти ачасене пĕччен çитĕнтерекен тата суд йышăнăвĕпе алимент илекен ашшĕ е амăшĕ тата çемьесенче ашшĕ е амăшĕ çук ачасем тата тăлăхсем;

– ача кĕтекен хĕрарăмсем пĕчĕк срокра /6 эрнерен пуçласа 12 эрнеччен/ врач патĕнче учета тăнисем.

Тÿлевсен калăпăшĕ регионта йышăннă кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен килет. Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене паракан укçа регионта йышăннă ачан пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 50 процентне тÿлеççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсене – ĕçлеме пултаракан çыннăн регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен шутласа, çавăн пекех 50 процент тÿлĕç.

Çапла вара, тулли мар çемьере ÿсекен кашни ачашăн уйăхне 4941 тенкĕ те 50 пус, ача кĕтекен хĕрарăмсене – 5207 тенкĕ.

Заявленисене Госуслуги портал урлă е Раççей Пенси фончĕн районти клиент службинче пама пулать.

Çĕнĕ тÿлевсене илес тесен малтан çемьен вăтам тупăшне шутламалла, пурлăхăн списокне лайăх пăхмалла. Çакăн хыççăн çеç заявлени çырмалла. Асăннă пособисене уйăх вĕçленсен илме пулать.

З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code