Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Йăла тата çемье»

«Йăла тата çемье»

Март уйăхĕн 5-11-мĕшĕсенче районта «Йăла тата çемье» ятпа профилактика мероприятийĕ иртет.

Асăннă акцие Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулаççĕ, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман ытти граждансемпе курса калаçаççĕ, шкулсенче пулса ачасене саккунсен пуххисемпе паллаштараççĕ. Çемье канăçлăхне пăсакансен килĕсенче те (çакăн евĕр 16 çемье учетра тăрать) пулĕç полици ĕçченĕсем.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code