Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Пулăшу виçи ÿсет

Регион ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннипе çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене кÿрекен социаллă пулăшу шайĕ ÿсĕ.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 18 çулчченхи пилĕк тата ытларах ачаллă, сахал тупăшлă çемьесем валли кашни ачашăн уйăхсерен пысăкрах пособи пама пуçлĕç. Тÿлев виçи, тăватă ачаллă çемьесене паракан пособин никĕс шайĕнчи виçи ÿснине кура, унран икĕ хут пысăкрах пулмалла.

Пособие çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 5,2 пин ачашăн тÿлĕç. Саккун вăя кĕрсен çакнашкал çемьесем çулталăкра хальхинчен чылай ?15360 тенкĕ чухлĕ/ пысăкрах пособи илĕç. Уйăхри ÿсĕм вăтамран 1300 тенкĕ патнелле пулĕ. Тепĕр самант, саккун проектĕнче çавăн пекех çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă хĕрарăмсене çие юлсан, ача çуратсан уйăхсерен тÿлекен пособие те индексацилеме сĕннĕ.

Диктант çырĕç

Кăçалхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче иртекен «Çĕнтерÿ диктантне» Гитлера хирĕçле пĕрлешĕве кĕрекен 75 патшалăх хутшăнĕ.

Диктант çырма кăмăллисене августăн 18-мĕшĕнчен шута илме пуçланă, унта çырăнас тесен диктантпобеды.рф сайта кĕмелле.

Диктант çырма палăртнă кун Чăваш Енре 34 /иртнĕ çул 4 пулнă/ лапам ĕçлĕ.

«Пысăк тăхтав»

Чăваш Енри 3 пине яхăн ача Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» проекта хутшăннă.

Шкул ачисем эрудиципе, профориентаципе, ăс-хакăлпа професси тĕрĕслевĕ тухнă. Чăваш Енри 43 ача авăн уйăхĕн 9-20-мĕшĕсенче Чулхулара иртекен çурма финала хутшăнма тивĕçнĕ.

«Пысăк тăхтав» çĕнтерÿçисем /10-мĕш класра вĕренекен 300 ача/ аслă шкулти вĕренÿшĕн тÿлеме 1 миллион тенке тивĕçĕç. 8-9-мĕш классенче пĕлÿ пухакан 300 çĕнтерÿçе 200 пиншер тенкĕ парĕç, çак укçапа ача хушма пĕлÿ илĕ тата хăй тĕллĕн аталанĕ. Финала тухнисем пурте /1200 ача/ «Артекра» канма путевкăна тивĕçĕç. Чи лайăх 20 шкула финанс пулăшăвĕ/2 миллион тенкĕ/ çитĕ. Финалистсене хатĕрленĕ педагогсем вара çĕршыври чи лайăх центрсенче вĕренÿ программи витĕр тухĕç.

Медальсемпе таврăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче Смоленск хулинче çăмăл атлетикăпа кăçалхи çуллахи сезонăн официаллă старчĕсем иртнĕ. «Пĕртăван Знаменскисен мемориалĕ» турнирта çĕршыври тĕрлĕ регионтан килнĕ спортсмен тупăшнă.

Чăваш Ен спортсменĕсем медальсен тулли комплектне çĕнсе илнĕ. Тăршшĕне сикессипе Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Жилина «ылтăнлă» пулнă. Унăн кăтартăвĕ чи пысăкки – 6,01 метр. Çак шкултах хатĕрленекен Сергей Морозов çÿллĕшне сиксе «кĕмĕле» тивĕçнĕ – унăн кăтартăвĕ 2,05 метр.

Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекен Тимофей Егинов Раççей первенствинче 10 пин метр чупса бронза медальлĕ пулнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code