Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă ÿсĕмрисене тимлĕх

Аслă ÿсĕмрисене тимлĕх

«Демографи» наци проекчĕ малашлăхлă аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ шутланать. Çавна май чи малтанах аслă ăрурисен хастарлăхне тата вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассине тĕпе хуратпăр.

Районти ватăсене тата инвалидсене вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе пире «Ларгус» маркăллă ятарлă автотранспорт уйăрса панă. Сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсене коляскипех йăтса лартма май пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр харăсах 4 çынна тата тепĕр 1 инвалида сиплев учрежденине илсе çитерме май пур. Кунсăр пуçне автотранспортра хăрушсăрлăх пиçиххийĕ, кондиционерпа тахограф пур. Çул çинче аслă ăрури çынпа пĕр-пĕр кĕтменлĕх сиксе тухсан водительпе çыхăнмалли кнопка та вырнаçтарнă.

Кăçал çак транспорт пулăшăвĕпе 32 хутчен усă курнă. 93 çынна диспансеризаци тухма тата сывлăхпа çыхăннă тĕрлĕ тĕпчевсем тума больницăна илсе çитернĕ. Ку енĕпе районта пурăнакансене тĕллевлĕ пулăшу пама центр çумĕнче «мобильлĕ ушкăн» йĕркеленĕ.

Пĕччен пурăнакан е çын пулăшăвĕсĕр ниçта та тухса çÿрейменнисене тăтăшах тимлĕх кирлĕ. Çакна эпир коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче уйрăмах лайăх туятпăр. Çакна шута илсе центр çумĕнче «хĕрÿ лини» ĕçлет. 60 çултан аслăраххисене, сусăрсене килĕсене апат-çимĕç продукцийĕсем, эмелсем тата куллен кирлĕ пулма пултаракан ытти япаласем кÿрсе парассине йĕркеленĕ. 2-57-69 номерлĕ телефонпа шăнкăравласан кирек кама та тивĕçлĕ пулăшу паратпăр.

Пĕтĕм Раççейри «Эпир Пĕрле» акцирен те пăрăнса юлмарăмăр. Чăваш Республикин Правительстви йĕркеленĕ «Пĕр хутчен паракан апат-çимĕç пулăшăвĕ» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта хастар хутшăнтăмăр. Центр волонтерĕсем районти 65 çултан иртнĕ 1 тата 2-мĕш ушкăн инваличĕсем, 448 çын патне, апат-çимĕç пуххисене çитерчĕç.

В.МОЛОСТВОВА,
социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code