Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 120 çухрăма парăнтарса

120 çухрăма парăнтарса

Иртнĕ шăматкун, Спорт тата сывлăх кунĕнче, Елчĕкри тĕп лапамра «100 километров — Потому что Вместе» велосипедистсен чупăвне хутшăнакансене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Велочупу çав кун Комсомольскинче старт илнĕ. Малалла сывă пурнăç йĕркипе туслă 150 спортсмен Урмаел — Чĕчкен — Тимĕрчкасси — Упи — Патăрьел маршрутпа çула тухнă. Кашни ялтах вĕсене вырăнсенчи халăх ялавсем вĕлкĕштерсе ăсатса янă, чарăнусенче юрă-ташăпа саламланă.

16 сехет тĕлне велосипедистсем Патăрьелĕнчен Елчĕке çитрĕç. Ывăнни туйăнать вĕсен, анчах пит-куçĕсем çиçеççĕ, кăмăл-туйăмĕ çĕкленỹллĕ. «Салам!», — тесе кăшкăракансем те пур. Чупăва Чăваш Енрен 14 çын хутшăннине пĕлтĕмĕр, вăл йыша ентешсене те — Аслă Елчĕкри Петр Петрушкина, Николайпа Богдан Карамаликовсене те кĕртес пулать. 69 çулхи (пĕтĕм чупуçăсенчен чи асли) Петр Николаевич виççĕмĕш çул хутшăнать. Кăçалхи дистанци ытти 3 çулхипе танлаштарсан вăрăмтарах — 120 километр. Карамаликовсем ăна туллинех парăнтарма пултарнă.

Инçе çула кĕскетсе килнĕ хăнасене культурăпа кану паркĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ. Вăл кĕскен округ историйĕпе паллаштарчĕ, асăннă çулсеренхи чупăвăн пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ.

Çак проект координаторĕ «Профсоюз ТВ» интерактивлă телеканалăн тĕп редакторĕ Сергей Драндров. Унта 21 регионтан хутшăнма кăмăл тунă велосипедистсем: Мускавран, Архангельскран, Тамбовран, Хусантан… Вĕсем отрасльсен тăхăр профсоюзне пĕрлештереççĕ. Ытларахăшĕ — вĕренỹ тытăмĕнчен.

Тĕл пулура сăмах каланă представительсем — Пĕтĕм Раççейри Электропрофсоюз, Физкультурăпа спорт тата туризм, Сывлăх сыхлавĕн профсоюзĕсен председателĕсен çумĕсем Александр Мурушкин, Юлия Дедкова, Михаил Андрочников тараватлă Елчĕк халăхне тав тунă май, экологи тĕлĕшĕнчен чи паха транспорт сывлăх çирĕплетессинче тĕп вырăнта тăнине палăртрĕç. Çавна май чупăвăн пропаганда вăйĕ витĕмлĕ.

Велосипедистсем, асăннă проекта хутшăннă май, пĕтĕм йĕркене пăхăнма, «Хăвăртрах! Çỹллĕрех! Вăйлăрах!» олимп девизне тĕпе хума, спорт мухтавĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа кĕрешме тупа турĕç.

…Велочупу çулĕ малалла Елчĕк — Кỹлпуç — Хырай Ĕнел — Комсомольски маршрутпа тăсăлчĕ.

ШУХĂШ:

Анатолий ЗАЙЦЕВ — 57 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн эксплуатаципе техника пайĕн начальникĕ:

— Патăрьел округĕнчи Упи ялĕнчен эпĕ. Хăй вăхăтĕнче велоспортра профессионал шайĕнче ăмăртнă. СССР спорт мастерне çитрĕм. Май пур чухне халĕ те куллен ярăнма тăрăшатăп.

Ку чупăва пĕр çул та сиктермен. Кирлех тесе шутлатăп ăна. Хăвна тĕрĕслетĕн, формăра тытма та пулăшать. Тĕрлĕ ял-хулари спортсменсене тата ярăнма юратакансене пĕрлештерет, туслаштарать вăл.

Богдан КАРАМАЛИКОВ — 15 çулта, Аслă Елчĕк:

— Кун пек велочупăва пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Çăмăлах мар, паллах, тỹсĕмлĕхе çирĕплетни те кирлĕ. Комсомольскине çитме 40 километртан кая мар. Аттепе пĕрле ушкăнран юлмасăр унта çитсех килесшĕн.

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Карамаликов, П.Петрушкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code