Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каялла мар-ши?

Каялла мар-ши?

Пурнăç вăл çапла: лайăххипе пĕрлех хирĕçли те пулать. Ĕçпе, кăмăл-туйăмпа çыхăнса тăман пулăмран кирек хăçан та уйрăлма талпăнать çын. Ăнăçушăн хĕпĕртет вара, çĕнтерỹ тунă пекех.

Спорт ăмăртăвĕсенчи ỹкерчĕк та çаплах. Ĕмĕтленнĕ кăтартушăн савăнатăн, тепĕр чух хăвна ху çỹлерех çĕкленейменшĕн айăплатăн, малалла пур пĕрех ăнăçлăхра пулмашкăн талпăнатăн…

Физкультурăпа спортра çитĕнỹ çулĕпе утма Елчĕк муниципалитет округĕнче майсем çителĕклĕ паян. «Улăп» ФОК, тĕп лапам çумĕнчи культурăпа кану паркĕ, вăтам шкулпа юнашарти стадион-площадка, шкулсенчи спорт залĕсем, ялсенчи ача-пăчасен вăйăпа спорт вырăнĕсем сывă пурнăç йĕркине юратакансене яланах хапăл. Кăмăл кăна пултăр. Кĕçех, акă, Лаш Таяпа тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсен территорийĕсенче мини-стадионсем хута кайĕç.

Вунă хоккей плошадки тата. Вĕсем хĕллехи тапхăрта тĕрлĕ ỹсĕмрисен сассисемпе тулаççĕ. Пĕрисем ăсталăхне туптама, теприсем кăмăл туличчен ярăнма пуçтарăнаççĕ унта. Пулас чаплă хоккеистсем пурте конькипе ярăнма вĕренессинчен пуçланă вĕт. Ку спорт тĕсĕнче пирĕн округра курăмли çук мар. 2020 çулта «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турниртан аслă ушкăнри ачасем çĕнтерỹпе таврăннăччĕ. Кăçал республика чысне пирĕннисенчен тỹрех икĕ команда хỹтĕлеме пултарчĕ. Кунта уйрăмах Александр Адюков, Вадим Иванов, Сергей Александров физкультура учителĕсен, Юрий Рахмуллин общественникăн тăрăшулăхне палăртмалла.

Çитĕннисен хушшинче те хоккей вăййи аван аталаннă. Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Патреккел ялĕсенче çеç пĕр сезонра 4-6 тĕрлĕ турнир йĕркелеме май çитереççĕ. Унсăр пуçне округ тулашĕнчи ăмăртусенче те тĕрĕслеççĕ хăйсене.

Хĕллехи спорт тĕсĕ çинчен сăмах хускатнă май, йĕлтĕрçĕсем пирки ик-виç йĕрке. Мария Яковлевăпа Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк шкулĕ), Роман Ильин (Елчĕк), Артем Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Данил Медведев (Аслă Таяпа ялĕ) Тутарстан, Ульяновск облаçĕсенчи районсенчи, Шăмăршă округĕнчи стартсенчен çĕнтерỹçĕ е призер пулса таврăннă. «Хамăр тăрăхра ăмăртман-шим вара вĕсем?» — тейĕ вулакан. Ăмăртнă, паллах. Вăл пурĕ те икĕ хутчен кăна — Аслă Таяпара тата Кĕçĕн Таяпара иртнĕ. Йĕркелекенĕсем те — çулсеренхи пуçаруçăсем.

Армрестлинга та «пырса кĕрер-ха» — мĕнлерех унта? Асăннă спортăн округри федерацине чылайранпа Сергей Солин ăнăçлă ертсе пырать, хăй те айккинче юлмасть ăмăртусенчен. Раççей спорт мастерĕ Елена Портнова пулăшнипе те округ команди Чăваш Ен чемпионачĕсенче, тĕрлĕ турнирта — аваннисен йышĕнче. Кăçал икĕ атлет спорт мастерĕн кандидачĕн, пĕри 1-мĕш разряд нормативĕсене тултарнин удостоверенисене тивĕçнĕ. Çак тĕслĕхсем республикăра йĕркелекен Спартакиадăн округ рейтингне çĕклеме те пулăшаççĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнче йывăр атлетика енĕпе икĕ секци ĕçлет. Александр Портнов тренер-преподаватель ушкăнĕнче 20 яхăн ача хатĕрленет. Хăй мĕнле пулĕ, унăн ĕç кăтартăвĕсемпе мăнаçланмалăх сăлтав пур тесшĕн. Регионти ăмăртусене тăтăшах ăнăçупа вĕçлет команда. Антон Айметов уйрăмах савăнтарнă кăçал ăна: 14 çула çитичченхи штангистсем хушшинче хăйĕн виçинче Пĕтĕм Раççейри турнирта çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, республика рекордне çĕнетнĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Борис Клементьевăн «ачисем» те регионта тивĕçлипе кăтартаççĕ хăйсене.

Кирек мĕнле спорт шкулĕн ĕçне ăмăртусенчи кăтартусемпе хаклаççĕ. Çитĕнỹсем вара хăйсем тĕллĕн килмеççĕ, питĕ нумай вăй хумалла. 4-5 кун канас пулсан та тренировка ритмĕ çухалать. Вара çĕнĕрен пуçламалла. Александр Павлович опытлă çав, кайран «хăваличчен» отпуск вăхăтĕнче халĕ те ĕçлет ачасемпе. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçлансан, акă, Елчĕк шкулĕнче пулса çĕнĕ йыш пухмалла, ашшĕ-амăшĕпе канашламалла. Халĕ ĕлĕкхи мар çав, пулас спортсменсене хăвăн шырама тивет.

ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров чылайранпа кире пуканçăсен «лавне» туртса пырать. Питĕ ăнăçлă. Ку енĕпе те округра тата регионта турнир сахал мар иртет. Спартакиада программине кĕртнĕрен пулĕ, физкультура учителĕсен те интерес пысăк. Вĕсен пулăшăвĕ те куç кĕрет асăннă спортра. Уйрăмах Курнавăшри вăтам шулти Анатолий Константинова палăртас пулать. Ун патĕнче тимĕр вăййине суйласа илнĕ Тăрăм каччи Александр Константинов «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ.

Округăн спорт историйĕнче юлашки тапхăрта ГТО «ылтăн» сас паллисемпе çырăнса пырать. Ĕçпе оборонăна хатĕррисен йышĕнче халĕ 6-7 çулсенчи шăпăрлансемпе 80-90 çулсенчи шур сухалсем те пур. Вĕсен шучĕ тăтăшах хушăнать. Ахальтен-им пирĕн округ миçемĕш çул ĕнтĕ ку енĕпе республикăра малтисенчен пĕри. Хамăрăн страницăсенче ГТО çинчен çырнăран хаçатçăсен тỹпи те кăштах пурах: рейтингра статья-заметкăна та балл шутне кĕртеççĕ.

Çулсеренхи çитĕнỹсем, чи малтанах, «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕн, округри ГТО нормисен тесчĕн центр судйин Петр Смирновăн ячĕпе тỹррĕн çыхăннă. Вăл вĕренỹ организацийĕсен, ытти ĕç коллективĕсен ертỹçисемпе тата, паллах, физкультура учителĕсемпе пĕр шухăшлă пулнăран ăнать те кăтарту.

Ытти спорт енĕ епле «сывлать» округра? Çуллахи тата хĕллехи полиатлон тахçанах манăçа тухнă, вĕсене 16-18 çул та ирттермен. Унăн хăй вăхăтĕнчи массăлăхĕ ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Адюковăн ячĕпе çыхăннă. Сĕтел çи теннис, шашка, шахмат вăййисем пĕрререн ытла иртеççĕ-и çулталăкра? «Ирттернĕ» тени кăна пуль. Кашни çул Николай Петрова асăнса йĕркелекен теннисистсен турнирĕнче пĕтĕм приза хăнасем выляса илеççĕ те.

Шкул ачисен коллективлă вăййисенче мĕн куратпăр? Футбол, волейбол, баскетбол енĕпе теплерен «зонăран» тухайсан та малалла каясси çукрах — ăсталăх çитмест. Хăшĕ-пĕри ача сахал теме те пăхĕ. Апла пулсан кăçал Шăмалакри тĕп шкулти хĕр ачасем 10 шкул хушшинче волейбол турнирĕнче çĕнтернине мĕнле ăнлантармалла? Унта пĕтĕмпе те 40 ытла ача çеç вĕренет. Станислав Сидоров вĕренекенĕсем — баскетбол, скит-баскет вăййисенче те призерсем кăçал.

Спорт кĕрешĕвĕ те хавшама пуçларĕ. Коронавирус сарăличчен Аслă Елчĕкре кăна виçĕ ăмăрту йĕркелетчĕç. Кăçал округĕпе те иккĕ кăна. Çамрăк спортсменсене — Михаил Миллина тата Арсений Адюкова ашшĕсем çавăнпа регион тулашнех илсе çỹреççĕ мар-и? Конкурентсене аякра шырама тивет.

Паян эпир округри шкулсенчен вĕренсе тухнă, спорт çулĕпе малалла талпăнакансемпе — РФ спорт мастерĕпе Анастасия Лапшинăпа (Элпуç), Роман Ивановпа (Аслă Шăхаль), Станислав Мисяковпа (Аслă Елчĕк), Евгений Абрамовпа (Çĕнĕ Пăва) савăнма пултаратпăр. Вĕсен «эстафетине» Мишăпа Арсений çеç тăсасса кĕтмелле-ши малашне?

Спортра кашниех хăйĕн тивĕçне тỹрре кăларсан çитĕнỹсем пулаççех. Çавна май Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Виталий Марков аса килчĕ. Энтепе шкулĕнче ĕçленĕ çулсенче вăл сахал мар пултаруллă йывăр атлет хатĕрленĕ. Шкул хупăнсан Кивĕ Эйпеçре 10 çул туптанă ачасен çитĕнĕвĕсене. Кунтисенчен унăн вĕренекенĕ Европăна çитни те пур. Баскетболта та ялан малтаччĕ. Чунне парса тăрăшнă тренера урăх шкула янă пулсан та çавах пулатчĕ…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code