Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Майăн 23-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакан 11 классенчи 169, 9 классенчи 84 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Округри вунă вĕренỹ учрежденире те шкулпа сыв пуллашакансене округ администрацийĕн пай начальникĕсем, Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕкри вăтам шкулти выпускниксен уявне хутшăннă май, вĕсем пирки ырă сăмах нумай каланă, регион тата çĕршыв шайĕсенчи предмет олимпиадисенче, ăслăлăх конкурсĕсенче, ăмăртусенче пысăк çитĕнỹсемпе палăрса округ чысне çỹле çĕкленине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code