Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ

Хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ

9, 11 классенчен вĕренсе тухнисемшĕн чăннипех те çапла. Вĕсем шкул çулĕсенче пухнă пĕлĕве тĕрлĕ предметпа тĕрĕслев витĕр тухса çирĕплетĕç.

9 классем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе (истори, физика, биологи) пĕрремĕш экзамена майăн 24-мĕшĕнче тытнă. Майăн 30-мĕшĕнче химипе, информатикăпа, обществознанипе, географипе, июнĕн 2-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе (65 ача) тĕрĕслеме пултараççĕ хăйсене. Обязательнăй йĕркепе тытмалли экзаменсем — вырăс чĕлхи (06.06) тата математика (09.06). Обществознанине кăмăллакансем йышлă пулнăран, ку дисциплинăпа июнĕн 17-мĕшĕнче те иртет тĕрĕслев.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытакансен кунĕсене палăртни те вырăнлă пулĕ. Паян харпăр хăй суйласа илнĕ предметпа (хими, литература, географи) Патăрьелти 1-мĕш номерлĕ шкулта тытаççĕ. Тĕп предметсемпе — вырăс чĕлхипе (29.05) тата математикăпа (01.06) ППЭ Елчĕкри вăтам шкулта иртĕç. Унтах физикăпа, историпе (05.06), информатикăпа, ИКТпа (19.06) йышăнĕç выпускниксене. Июнĕн 13-мĕшĕнче обществознанипе ППЭ тытакансене Комсомольскинчи 1-мĕш номерлĕ шкулта кĕтеççĕ.

Тỹрех калас пулать, икĕ ушкăнра та экзаменсене иртнĕ çулсенчи пекех çирĕп йĕркепе ирттерĕç. Аудиторисенче те, коридорсенче те видеокамерăсем пулĕç. Экзамен тапхăрĕнче çыхăну, фото-, аудио-, видео хатĕрĕсемпе, справка материалĕсемпе, маларах çырса хатĕрленĕ информаципе усă курма юрамасть.

Патшалăх экзаменĕсен пункчĕсенче ĕçлекенсем пурте ятарлă вĕренỹ витĕр тухнă, сертификат илнĕ. Вĕсем тĕрĕслевпе çыхăннă пĕтĕм ĕçе палăртнă инструкципе килĕшỹллĕ туса пырĕç.

Экзамен тытакан пĕтĕм вĕренекене ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code