Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инçет Хĕвел тухăç çĕрайĕсен разведчикĕ

Инçет Хĕвел тухăç çĕрайĕсен разведчикĕ

Паян манăн хаçат вулаканĕсене мăшăрăн, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕрентекен Н.Черновăн куккăшĕпе — Инçет Хĕвел тухăç çĕрайĕсен разведчикĕпе Л.Карсаковпа паллаштарас килет.

Пирĕн кукка, Леонид Пантелеймонович Карсаков, 1935 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Вĕсем пиллĕкĕн пĕртăван пулнă: Василий, Аркадий, Леонид, Елена, Николай. Леонид малтан ялти, кайран Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, ачаран çут çанталăка юратнă, хими, физика, биологи предмечĕсене уйрăмах килĕштернĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн малтанхи вырăнĕнче паян та топольсем кашлаççĕ. Вĕсене Леонидпа юлташĕсем «Çамрăк натуралистсем» кружока çỹренĕ вăхăтра лартни çинчен шкулта упранакан альбомра вуласа пĕлтĕмĕр. Леонид питĕ нумай вуланă, мĕн ачаран анлă тавра курăмлă пулнипе палăрнă. 16 çула çитсен алла паспорт илсе вăл Мускава çул тытнă. 1953-1959 çулсенче Орджоникидзе ячĕллĕ Мускаври геологи разведка институтĕнче вĕренет. Малалла Хабаровскра пирваях кĕçĕн, унтан аслă геолог пулса тăрăшать. 1974-мĕш çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче «Геология и петрология гранулитового комплекса восточной части Станового хребта» ятпа кандидат диссертацине хỹтĕлет. Çак çултан пуçласа Л. Карсаков пĕтĕмпех наука тĕпчевĕсен ĕçне кỹленет. 1979 çулта геофизика тата тектоника институтне ĕçлеме куçать, мĕн виличчен унта вăй хурать. Наука ĕçченĕсем хушшинче çеç мар, геологсен йышĕнче те пысăк авторитет çĕнсе илет.

1974 çултан пуçласа Л.Карсаков Раççейĕн наука академийĕн тытăмĕнче тăрăшать. Кунта вăл тарăн тектоникăн, стратиграфин, петрологин фундаменталлă проблемисемпе ĕçлет. Инçет Хĕвел тухăçĕн çĕр айĕнчи пурлăхĕсене тупса палăртакан картта та, Раççейпе Китай тектоника картти, Ази тектоника картти — Леонид Пантелеймоновичăн ĕçĕ. Паянхи кун та геологсем унпа анлă усă кураççĕ. Унăн ĕçĕсем çинчен тĕнчипех пĕлеççĕ.

Доктор диссертацине те ăнăçлă хỹтĕлет Леонид Карсаков. Халăхсем хушшинчи, пĕтĕм Раççей шайĕнчи конгрессемпе симпозиумсенче пĕрре мар тухса калаçнă вăл. Геологи çеç мар, метеоритика, планетологи, краеведенипе Инçет Хĕвел тухăç историйĕ, историпе культура палăкĕсене упрасси, тăван тавралăх тасалăхне упраса хăварасси уншăн çывăх пулнă. Вăл «Усть-Нюкжа» тата «Хабаровск» метеоритсене тупса палăртнă тата тĕпченĕ. Паянхи кун вĕсем Хабаровскри тата Амурскри краеведени музейĕсенче упранаççĕ.

Леонид хăй наука ĕçченĕ пулнисĕр пуçне ăслăлăхра нумай çамрăка пĕрремĕш утăмсем тума тата малалла аталанма пулăшса пынă. Вăл пĕр геологипе минералоги наукисен докторĕ тата виçĕ наука кандидачĕ хатĕрленĕ. Докторсемпе наука кандидачĕсене ученăй степенĕ парассипе ĕçлекен диссертаци канашĕн членĕ, геофизикăпа тектоника институчĕн ученăй совечĕн, РФ çут çанталăк ресурсĕсен министерствин эксперт совечĕн, «Тихоокеанская геология» журналăн редколлеги членĕ, Раççей Академийĕн çут çанталăка тĕпчекен наукăсен член-корреспонденчĕ. Сорос, Макартур, Раççей Академийĕн паллă ученăйĕсен стипендиачĕ, Пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКОн темиçе проекчĕн участникĕ. 1996 çулта Пекинра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери геологсен конгресĕнче те пулнă Леонид Пантелеймонович.

Ентешĕмĕре 1999 çулта «Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ят параççĕ. «БАМ тунăшăн» тата ытти медальсем те пур унăн. Нумай çулсем хушши Инçет Хĕвел тухăçĕнче ĕçленĕ чăваш арĕ хăй çуралса ỹснĕ тăван тăрăха пĕрре те манман. Çуралнă çĕршывра пулнă чух вăл пуринпе те ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе — чăвашла калаçнă.

Юлашки хут Леонид Пантелеймонович Чăваш Енре 2001 çулхи утă уйăхĕнче пулнă, ачаран юратнă ялти çăл, ял варрипе юхса выртакан Çирĕклĕ шывĕн çыранĕсемпе ашшĕ нумай çул ĕçленĕ колхоз садĕнче уçăлса çỹренĕ. Ялти, районти тата тĕп хулари музейсенче пулнă, унти ĕçченсене кирлĕ сĕнỹсемпе пулăшнă.

Мана шăпа Леонид Пантелеймоновичпа шăпах çак вăхăтра паллаштарчĕ. Вăл манăн асра тĕлĕнмелле ăслă, çав вăхăтрах çынна хисеплесе калаçакан, хăйне мăнна хуман çын пулса юлчĕ. Кăштахран тата та яла килме шантарчĕ, анчах урăх килеймерĕ. Паллă ученăйăн, геологипе минералоги наукисен докторĕн, РФ наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн чĕри 2002 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех тапма чарăнчĕ. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнчех ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ.

Леонидпа Лариса Карсаковсен çемйинче пĕр ача çитĕннĕ. Татьяна хĕрĕ паянхи кун Хабаровск хулинче физиотерапевт пулса тăрăшать, унăн мăшăрĕ -хирург, ывăлĕ — кардиохирург.

Ашшĕне хĕрĕ ырăпа çеç асăнать, хула çумĕнчи дача участокĕнче тĕрлĕ опытсем тунине, çимĕçсем лартса ỹстернине аса илет тата кунтах ывăлĕн ачалăхĕ савăнăçлă иртнине палăртать, уншăн ашшĕпе амăшне тав тăвать.

Леонид Пантелеймонович пысăк квалификациллĕ пулнине çеç мар, унăн пысăк çынлăхне уйрăммăн палăртаççĕ пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем. Акă мĕн çыраççĕ-ха вĕсем «Тихоокеанская геология» журналта: «Леонид Пантелеймонович лайăх çемье пуçĕ çеç мар, хисеплĕ юлташ тата йывăрлăхра çынна яланах пулăшма тăрăшакан, ыттисен ỹсĕмĕсемшĕн савăнма пĕлекен çын…».

Турă панă ăсталăх, хăй ĕçне юратса пурнăçлани, ĕçченлĕх ăсчаха наука тĕнчинче паллă йĕр хăварма пулăшнă.

Пирĕн кукка пирĕн асăмăрсенче яланлăхах асра юлĕ, пирĕн çемье, ял-йыш, район тата Чăваш Ен унпа чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ.

Галина ЧЕРНОВА,
Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code