Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пестицидсемпе усă курнине тĕрĕслесшĕн

Пестицидсемпе усă курнине тĕрĕслесшĕн

Раççейре пестицидсен – ÿсен-тăрансен сăтăрçисемпе тата чирĕсемпе кĕрешме усă куракан химикатсен – çаврăнăшне тата вĕсемпе епле усă курнине тĕрĕслессине тавăрасшăн. Ку ĕçе Россельхознадзора шанма пултараççĕ.

Ку полномочисене 2011 çулччен федераци ведомстви пурнăçласа пынă. Пестицидсене тĕрĕслессине тавăрас ыйтăва Россельхознадзор хăй çĕкленĕ. Кунта федераци служби çынсен сывлăхне хÿтĕлессине тата çут çанталăка кÿрекен япăх витĕме чакарассине тĕпе хурать.

Хими япалисемпе виçесĕр усă курнине пĕлтĕрхи пулăмсем те çирĕплетеççĕ. Астăватăр ĕнтĕ, вĕлле хурчĕсем вилни пирки çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регион çыннисем хурланса пĕлтерчĕç. Чăваш Ен çыннисем те сахал мар шар курчĕç. Россельхознадзорăн республикăри управленине вĕлле хурчĕсен шăпишĕн кулянса тĕрлĕ район çыннисем çырчĕç. Акă, Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ çырура уйсенче хими япалисемпе усă курнăран пыл хурчĕсем кăна мар, пĕтĕм тавралăх шар курать тесе пĕлтернĕ ял çыннисем. Химикатсене пула улма-çырла йывăç-тĕмми чирлеме тытăнать-мĕн. Хăшĕ-пĕрин груша тата пан улми йывăççисем типсех ларнă. Пуринчен ытла вара пыл хурчĕсем шар курнă. Раççейĕпе илес пулсан, вилнĕ пыл хурчĕсене ятарласа тĕпченĕ хыççăн, чăн та, фипронил тата тау-флювалинат пуррине палăртнă. Çак препаратсем вара вĕсемшĕн питĕ сиенлĕ шутланаççĕ.

Пестицидсемпе усă курнине тĕрĕслесси чикĕ леш енче суту-илÿ йĕркелессинче те пĕлтерĕшлĕ. Нумай çĕршывра, сăмахран, çĕр улми лартса çитĕнтернĕ чухне неоникотиноидсемпе, çавăн пекех глифосатпа усă курма чарнă та ĕнтĕ. Специалистсем каланă тăрăх, халĕ регистрациленĕ препаратсен шучĕ пинрен те иртет. Ял хуçалăхĕсем мĕнле препаратсемпе тата мĕн чухлĕ усă курнине вара никам та пĕлмест тесен те юрать.

Çакна палăртса хăварни вырăнлă: пестицидсемпе усă курассин йĕркисене пăснăшăн ахаль çынсене 1-2 пин тенкĕ, должноçри çынсене 2-5 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 10 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çавăн пекех юридици сăпачĕсен ĕç-хĕлне 90 талăка чарса лартма ирĕк пур. Малашне штраф виçине пысăклатас пирки те сăмах пулнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code