Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ

Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ

Апрелĕн 12-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун Елчĕкре «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 43-мĕш кросĕ иртрĕ.

Космонавтика кунĕнче çанталăк уяр та ăшă тăчĕ, спорт тусĕсене çурхи хĕвел те ăшшăн саламларĕ пулинех. Ăмăртăва яланхиллех йышлă спортсмен хутшăнчĕ. Кашнин сăн-пичĕ савăккăн çутални, пурте хăйсен вăйĕсене тĕрĕслесе мала тухма ăнтăлни сисĕнчĕ. Кăçал 45 çултан аслăрах хĕрарăмсен тата 55 çултан аслăрах арçынсен ушкăнĕсене кĕртнĕрен ăмăртусем тата та хĕрỹрех иртнине палăртрĕç кроса хутшăннисем. Чи аслă участник Питтĕпелĕнчи Станислав Свеклов пулчĕ. Вăл, 30 çула яхăн Елчĕкри подстанцире ĕçленĕскер, çулне кура мар вашават. Куллен çуран чупассине йăлана кĕртнине, «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăва килес çул та пысăк хавхаланупа хутшăнма ĕмĕтленнине пĕлтерет 70 çулхи атлет. Тỹскелти Елена Степанова та çакăн евĕр ăмăртусем вăй-хăват хушнине хыпарлать. Сăмах май, 65 çулхи пенсионерка йĕлтĕр спортне те кăмăллать, ку енĕпе çитĕнĕвĕсем те çук мар.

Кроса хутшăнакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ. Çăмăл атлетсемпе спорта юратакансене ăнăçу сунчĕ вăл, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, вĕренỹпе ĕçре тата спортра яланах малти ретре пулма сĕнчĕ. Салам сăмахĕсем çумне «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин хутшăнчĕ, вăл та ăмăрту участникĕсене çитĕнỹсем сунчĕ, çакăн евĕр тупăшусем кăмăл çирĕплĕхне ỹстернипе пĕрлех туслăха çирĕплетнине те палăртрĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăк спортсменсем пĕр-пĕринпе хĕрỹллĕн тупăшрĕç. Чупăва вĕренекенсем те, çамрăксемпе ветерансем те хистенипе мар, кăмăл туртнипе тата чун ыйтнипе хутшăнни тỹрех сисĕнчĕ, кашниех чи малти пулма ăнтăлни кăмăла çĕклерĕ. Çакна çынсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынипе, ăмăртăва йĕркелекенсем ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланипе çыхăнтармалла. Чи малтанах старта 2011 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах хĕрачасем тăчĕç. 500 метрлă дистанцире Виолетта Вершкова (Патреккел) чи вăйли пулнине çирĕплетрĕ. Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Надежда Яковлеван кăтартăвĕ те лайăххисен шутĕнче пулчĕ, вăл Виолеттăна çур утăм анчах выляса ячĕ. Светлана Герасимова асăннă дистанцире виççĕмĕш пулчĕ. 2011 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех арçын ачасенчен Артур Карсаков (Патреккел) мала тухрĕ. Сăмах май, Артур пĕлтĕр те хăйĕн ушкăнĕнче финиша 1-мĕш вĕçленĕччĕ. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕрачасем те 500 метра хыçа хăварчĕç. Ку ушкăнри спортсменсем уйрăмах вирлĕн тупăшни сисĕнчĕ. Лаш Таяпа шкулĕнче пĕлỹ илекен Лера Ивановăпа Самира Сабитова, Виктория Квасова (Çĕнĕ Пăва) финиша юнашар тенĕ пекех чупса çитрĕç, уйрăмлăхĕ çуршар утăм анчах пулчĕ. 2009-2010 çулсенче çуралнă арçын ачасем 1000 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Кунта Елчĕк шкулĕнчи Семен Фомкин мала тухрĕ. 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрачасен хушшинче малти виçĕ вырăна Мария Яковлева (Аслă Елчĕк), Кристина Жирнова (Кушкă), Кристина Кульмакова (Аслă Таяпа) йышăнчĕç. Марийăна уйрăмах ырăпа палăртас килет. Вăл çăмăл атлетикăра пĕрремĕш хут пьедестал çине хăпарчĕ. Хĕрача йĕлтĕр спортне кăмăлланине лайăх пĕлетпĕр, спортăн çак тĕсĕнче пĕрре анчах мар район чемпионĕ ята илме тивĕçнĕ вăл. Ку ушкăнри арçын ачасем 2000 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Егор Мустаев (Лаш Таяпа) çĕнтерчĕ, Артем Савиновпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Александр Плотников (Патреккел) призерсен шутне кĕчĕç. А.Плотникова та палăртса хăварас килет. Вăл штанга йăтассипе час-часах çĕнтерỹçĕ пулать, йывăр атлет çăмăл атлетикăра та начар мар кăтарту тума пултарнине çирĕплетрĕ. 2004-2006 çулсенче çуралнă хĕрсен тупăшăвĕнче куракансене Серафима Самакова (Кушкă) тĕлĕнтерчĕ. 2000 метрлă дистанцие пĕрле парăнтарма тухнисене чылай хыçа хăварчĕ. Серафима хăйĕн ỹсĕмĕнчи спортсменсен хушшинче пĕлтĕр те 1-мĕш пулнăччĕ. Хĕр вĕренỹре те малтисен йышĕнче. Кулленех чупма вăхăт тупса ỹт-пĕвне пиçĕхтерме тата кăмăл çирĕплĕхне туптама пултарни пулăшса пырать те ăна.

3000 метрлă дистанцире 2004-2006 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен Дмитрий Кузнецов (Елчĕк), Александр Ефимов (Курнавăш), Денис Жуков (Çирĕклĕ Шăхаль) малти вырăнсене пайларĕç.

35 çула çитичченхи, унтан аслăрах, 45 çултан аслăрах ушкăнсенчи хĕрарăмсенчен Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ), Ирина Галкина (Елчĕк), Надежда Головина (Кĕçĕн Таяпа) çĕнтерчĕç. Вĕсен сăнĕсене вулакан хаçатра курма хăнăхнă ĕнтĕ, чылай çул чемпионкăсен йышĕнче вĕсем. 40 çула çитичченхи, унтан тата 55 çултан аслăрах ушкăнри арçынсенчен чи правуррисем — Алексей Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), Алексей Васильев (Елчĕк), Валерий Медведев (Аслă Таяпа).

Тĕп шкулсенчен Аслă Таяпа шкулĕн команди — пĕрремĕш (вăл пĕлтĕр те çĕнтернĕччĕ), Патреккелсем — иккĕмĕш, Шăмалаксем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вăтам шкулсенчен çĕнтерỹçĕ ята Елчĕксем тивĕçрĕç. Вĕсем кубока чылай çул алăран вĕçертмеççĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче Çирĕклĕ Шăхальсемпе Кушкăсем.

Предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем хушшинче Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем малти 3 вырăна йышăнчĕç.

Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Асăннă ял тăрăхĕсем ăмăртăва çулсеренех тулли йышпа хутшăнаççĕ пулсан, теприсем ячĕшĕн 1-2 спортсмен анчах тăратаççĕ. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем вара кăçал команда пачах тăратман.

Тĕрлĕ дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсем «Елчĕк ен» хаçата 2022 çулхи иккĕмĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Хаçатçăсем ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма кашни çулах хастар хутшăнакансене — районти ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн тренерĕсене, физкультура учителĕсене, ГИБДД инспекторĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Хĕрачасем. 2011 çулта çуралнисем тата унран çамрăкраххисем. 500 м. 1. Виолетта Вершкова (Патреккел шкулĕ) — 1.42. 2. Надежда Яковлева (Аслă Елчĕк) — 1.42,4. 3. Светлана Герасимова (Кушкă) — 1.44.

Арçын ачасем. 2011 çулта çуралнисем тата унтан кĕçĕнреххисем. 500 м. 1.Артур Карсаков (Патреккел) — 1.33. 2. Ярослав Тихонов (Кушкă) — 1.34. 3.Даниель Тимофеев (Кушкă) — 1.36.

Хĕрачасем. 2009-2010 çулсенче çуралнисем. 500 м. 1. Лера Иванова (Лаш Таяпа) — 1.33,1 2. Виктория Квасова (Çĕнĕ Пăва) — 1.33,8. 3. Самира Сабитова (Лаш Таяпа) — 1.33,9.

Арçын ачасем. 2009-2010 çулсенче çуралнисем. 1000 м. 1. Семен Фомкин — 3.25. 2. Павел Чернов (Елчĕк) — 3.26,1 3. Егор Матвеев (Кĕçĕн таяпа) — 3.26,6.

Хĕрачасем. 2007-2008 çулсенче çуралнисем. 1000м. 1. Мария Яковлева (Аслă Елчĕк) — 3.31. 2. Кристина Жирнова (Кушкă) — 3.35. 3.Кристина Кульмакова (Аслă Таяпа) — 3.36.

Арçын ачасем. 2007-2008 çулсенче çуралнисем. 2000 м. 1. Егор Мустаев (Лаш Таяпа) — 7.33. 2. Артем Савинов (Çирĕклĕ Шăхаль) — 7.39. 3. Александр Плотников (Патреккел) — 8.11.

Хĕрсем. 2004-2006 çулсенче çуралнисем. 2000 м.

  1. Серафима Самакова (Кушкă) — 8.35. 2. Светлана Окружнова (Аслă Таяпа) — 9.36. 3. Олеся Родионова (Çирĕклĕ Шăхаль) — 9.54.

Арçын ачасем. 2004-2006 çулсенче çуралнисем. 3000 м. 1. Дмитрий Кузнецов (Елчĕк) — 8.35. 2. Александр Ефимов (Курнавăш) — 8.50. 3. Денис Жуков (Çирĕклĕ Шăхаль) — 9.05.

35 çула çитичченхи ушкăнри хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ). 2. Валентина Доброхотова (Елчĕк). 3. Светлана Емельянова (Курнавăш).

40 çула çитичченхи ушкăнри арçынсем. 2000 м. 1. Алексей Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Алексей Тихонов (Тăрăм). 3. Алексей Семенов (Кĕçĕн Таяпа).

35 çултан аслăрах ушкăнри хĕрарăмсем. 500м.

  1. Ирина Галкина (Елчĕк). 2. Лариса Гладкова (Курнавăш). 3. Алина Егорова (Елчĕкри почтамт).

40 çултан аслăрах ушкăнри арçынсем. 1000м.

  1. Алексей Васильев. 2. Денис Портнов (Елчĕк). 3. Алексей Мешков (Елчĕкри почтамт).

45 çултан аслăрах ушкăнри хĕрарăмсем. 500м.

  1. Надежда Головина. 2. Лариса Ильина (Кĕçĕн Таяпа). 3. Зинаида Краснова (Çирĕклĕ Шăхаль).

55 çултан аслăрах ушкăнри арçынсем. 500 м.

  1. Валерий Медведев (Аслă Таяпа). 2. Владимир Матвеев. 3. Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа).

Командăсем. Тĕп шкулсем: 1. Аслă Таяпа. 2. Патреккел. 3. Шăмалак. Вăтам шкулсем: 1.Елчĕк. 2.Çирĕклĕ Шăхаль. 3.Кушкă.

Ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен командисем: 1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2. Елчĕк ял тăрăхĕ. 3. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code