Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тарават, ăш пиллĕ хĕрарăм

Тарават, ăш пиллĕ хĕрарăм

Елчĕк тăрăхне ĕçлеме килнĕ çулсенче, пĕр тытăмра тăрăшнă май, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи библиотека заведующийĕпе Зинаида Портновăпа паллашма тỹр килчĕ. Паянхи кунччен çапла пĕр ĕç туса пурăнатпăр.

Зинаида Петровна ĕçчен те сăпайлă çемьере, вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăрта, 1948 çулхи чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Анна Григорьевнăпа Петр Леонтьевич Леонтьевсен çемйинче çуралнă. Чи кĕçĕнни. Унăн 3 тете тата 3 аппа. Хĕр ача пĕчĕкренех нумай пĕлме тăрăшнă. Пуçламăш классенче вĕреннĕ тапхăрта ăна староста пулма суйланă. Пионер çулĕсенче дружина совечĕн председателĕ пулнă. Ытти шкулсенчи ачасемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, стена хаçачĕ кăларнă. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе кăна пĕтернĕ.

Ялти культура ĕçне хастар хутшăннă хĕре 1966 çулта кивĕ клубра вулав пỹлĕмĕ уйăрса панă. Ун чухне кĕнеке фончĕ пĕчĕк пулнă-ха. 1972 çулта, çĕнĕ культура çурчĕ хута кайсан, библиотека валли икĕ пỹлĕм уйăрнă. Ĕнтĕ кĕнеке çỹлĕкĕсем те йăтăна пуçланă, вулакансен йышĕ те ỹснĕ. 1974-1975 çулсенче вулавăша «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» ят панă, икĕ çул куçса çỹрекен ялава тытса тăнă. Зинаида Петровнăна хăйне «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсемпе чысланă. Обществăлла ĕçсенче «çунса» тăнăскере çав çулсенчех халăх заседательне, юлташла суд секретарьне, виçĕ созыв ял Канашĕн депутатне, шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председательне суйланă. Суйлав тапхăрĕсенче комисси членĕн, секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем яланах пĕр-пĕринпе çыхăнса тимленĕ. Фермăсенчи хĕрлĕ кĕтессене, йĕтемсенчи агитбудкăсене хаçат-журналпа, кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăнă. Хуçалăхри ĕç-хĕле вырăнти стена хаçатĕнче çутатнă.

60-80-мĕш çулсенче «Победа» колхоз социаллă объектсем питĕ нумай çĕкленĕ, çавна май хушма ĕç вырăнсем тупăннă. 1987 çулта ялта ясли-сад хута кайсан хуçалăх правленийĕ унăн заведующийĕ пулма Зинаида Петровнăна шаннă. 28 çынран тăракан коллектив 90 ачашăн яваплă пулса тăрать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ертỹçĕ пирвайхи çулсенчех Тав хучĕсене тивĕçет.

«Çын ăçта çуралнă, вăл унта кирлĕрех» текен каларăш аслă юлташăм çинчен каланăн туйăнать. Çуралса ỹснĕ хăтлă кĕтес, савнă ял ăна пĕтĕмпех хăй ытамне илнĕ. Мăшăрĕ, Иван Портнов — йывăр атлет. Куç умĕнчех ỹснĕ хĕре мăшăр пулма суйласа илнĕ. 1967 çулхи утă уйăхĕнче çемье йĕркеленĕ.

Ятарлă пĕлỹ кирлине шута илсе З.Портнова Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищине «Библиотека ĕçĕ» уйрăма куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Çулталăкран мăшăрне çар ретне илеççĕ. Икĕ çул хушши моряк Петропавловск-Камчатскинчен мăшăрĕпе ывăлне саламласа çырусем вĕçтерет. Служба хыççăн Иван Иванович колхоза сварщика вырнаçать. 1976 çулта çамрăксем кирпĕчрен çурт хăпартаççĕ. Çемье те ỹссех пырать: Сергей хыççăн Марина, Ирина, Венера, Алеша çут тĕнчене килеççĕ. Шкул тапхăрне ăнăçлă вĕçлесен пурте хăйсен пурнăç çулĕ çине тухаççĕ, çемье çавăраççĕ. Шел, чи кĕçĕннин хăрушă аварие лексен пурнăçĕ татăлать. Кунтан та пысăк хуйхă атте-аннешĕн пулма та пултараймасть. Çемье пĕр сывлăшпа сывласа, пĕр чăмăрта пурăнни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать.

2019 çулта Зинаида Петровнăпа Иван Иванович Портновсене ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

Савăнса кăна пурăнмалла вĕт, çук, ковида пула Иван Иванович пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Мĕнле йывăр пулсан та, шăлне çыртса тенĕ пек малаллах утать çирĕп хĕрарăм. Çынлăха, чунлăха упраса пурăнать. Яланах çын хушшинче курма пулать ăна. Ялти ветерансен Канашĕн ертỹçи пулнă май, кашни ватă патне çул тупма тăрăшать вăл. Паллă пулăмсемпе вĕсене саламлама та ĕлкĕрет, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлать. Округ хаçатĕнче статьясем пичетлет. Юлашки çулсенче поэзи енне туртăнни те аванах туйăнать — сăвăсем çавăрттарать. Уйрăм кĕнекен те кăларма мехел çитернĕ вăл.

«Камăн хуйхине кăна пайламасть-ха вăл, анчах хăйĕнне кампа пайлать-ши?» — текен шухăш та кĕрет пуçа.

40 çул стаж пуçтарнă ĕç ветеранĕн управĕнче «Ача амăшĕн», «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75 çул», «Раççей пенсионерĕсен Союзне — 25 çул», «Елчĕк районне — 95 çул» медальсем — унăн ĕçĕсене тивĕçлĕ хак паракан паллăсем упранаççĕ.

Зинаида Петровна ывăлпа кинпе пĕрле пурăнма пуçлани те 25 çул ĕнтĕ. «Ман пурнăçăм çулĕ çинче яланах шанчăклă тус-юлташ, ырă ĕçтешсем пулни, ачасемпе 8 мăнукăм пурăнма вăй-хăват параççĕ, хамăн та çынсене ырă çеç тăвас килет», — тет ăшă кăмăллă ĕçтешĕм.

Людмила ЗАЙЦЕВА,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code