Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курав виртуаллă майпа

Курав виртуаллă майпа

Кашни çулах çак кун «Музейри каç» уяв йĕркелесси йăлана кĕчĕ.

Кăçал музей каçĕ тĕрлĕ виртуаллă акцисемпе иртĕ. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа музейра «Манăн истори» курав йĕркеленĕ тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа музей фондĕнчи виç кĕтеслĕ çырусемпе, вăрçă хирĕсенче тупнă археологи япалисемпе паллаштаракан, манăçа тухнă ĕç хатĕрĕсемпе еплерех тата ăçта усă курнине ăнлантарса паракан видео-экскурсисем иртĕç. Вĕсемпе интернетри «ВК» сайтри музей ушкăнне кĕрсе паллашма та май пулĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code