Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аттепе мухтанатăп

Аттепе мухтанатăп

Хальхи вăхăтра эпир пурте ятарлă çар операцийĕ вĕçленессе, пирĕн салтаксем çĕнтерỹпе таврăнасса кĕтетпĕр.

Вĕсене Тăван çĕршывăн пĕтĕм ял-хулинче пурăнакансем пулăшаççĕ. Çав шутра манăн атте те. Маларах вăл хăйĕн ĕçĕпе кăна тăрăшнă. Халĕ ытларах салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парассипе тимлет. Нумаях пулмасть вĕсем патне тепловизорсем, эмелсем тата тăванĕсенчен апат-çимĕç, çырусем илсе кайса пачĕç. Хуть те мĕнле пулăшу та салтаксене вăй-хăват парать.

Украинăри лару-тăру кăткăсланнăранпа атте нумай улшăнчĕ. Шухăшлăрах, чĕнмесĕр çỹреме пуçларĕ. Интернетра унти хыпарсемпе паллашсан ассăн сывлать вара.

Пирвай атте укçан пулăшатчĕ. Халĕ гараж склада çаврăнчĕ: тулли коробкăсем, термобельесем, консервăсем, нускисем… — пурте хамăрăн хỹтĕлевçĕсем валли. Эпĕ те айккинче юлмастăп, наклейкăсем çыпăçтарса адрессем çыратăп. Ку халь маншăн хăнăхнă ĕç ĕнтĕ.

Атте — Сергей Анатольевич Краснов — ыр кăмăллăх салтакĕ пулса тăчĕ. Аякри регионсенче мĕн чухлĕ аркату, çухату курнă-ши вăл? Хăрушлăх юнашар пулсан та пулăшу ĕçне пăрахман. «Пирĕн вĕсене пулăшмаллах», — тет вăл ялан.

Атте пире хăйĕн ĕçĕпе, сăмахĕсемпе Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Вăл медальсем çакса çỹремест, унăн наградисем — унран пулăшу илнĕ тав тăвакан салтаксен куçĕсем. Манăн çывăх çыннăм çавăн пек пулнăшăн эпĕ савăнатăп, мухтанатăп. Вăл — чăн-чăн паттăр.

Ваня КРАСНОВ.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code