Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă салтаксен тата пилĕк Герой парттине уçнă.

Вĕсем: Анатолий Николаевич Викторов (Аслă Таяпа, 24.04.1978 — 05.03.2024), Сергей Викторович Викторов (Аслă Таяпа, 10.03.1982 — 12.12.2023), Владислав Николаевич Федоров (Тỹскел, 24.03.1984 — 27.08.2024), Сергей Александрович Сапожников (Аслă Таяпа, 27.03.1979 — 27.02.2024) тата Дмитрий Петрович Мартемьянов (Элекçей Тимеш, 25.02.1991 — 04.12.2024). Пурне те вĕсене вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Пирĕн вăхăтри çак паттăрсем тĕрлĕ çулсенче Елчĕкри шкулта вĕреннĕ, тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Вĕсен ячĕпе паян шкул коллективĕ тивĕçлипе мăнаçланать, мухтанать. Вĕсене ĕмĕрлĕхе асра тытса кашнийĕн ячĕпе Герой парттине уçни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать.
Геройсен парттисене уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова, шкул директорĕ Лариса Васильева, паттăрсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем хутшăннă. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă çак çынсем чăн-чăн арçын пулнине, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланине палăртнă. Геройсен парттисем хушшине пĕрремĕш хут ларма чи пултаруллă вĕренекенсем тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: 8 «б» класра вĕренекен Влада Чернова, 9-мĕш кадет класĕнчи Виктория Мисякова тата 3 «а» класри Алексей Мартемьянов паттăр ывăлĕ.
(Хамăр корр.)

