Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Литература викторини

Литература викторини

Викторинăна шкул ачисемпе вулавăш ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ. Вăл ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ, ыттисене сертификат параççĕ.

  1. Çак йĕркесене И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?
  • «Çыха пĕлмесĕр, çиппине пĕтĕмпех чăлхантарса пĕтертĕм»
  • «Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, алă пусса патăм»
  • «Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке?»
  • «Лаши çине утланчĕ тет те, савăнса чуптара пачĕ тет килне»
  • «Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ»
  • «Вырăс, тутар, чăваш — пурте тăван»
  1. Çак тупмалли юмахсене И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?

1). «Киккирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм».
2). «Çулла вăрманта чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса, чĕпписене тăрантарать».
3). «Тап-тап тапă айне кĕрех кайăп».
4). «Ăна курасшăн ан çун, вăл часах ĕнсе çине килсе тиенĕ».

  1. Писатель биографине пĕлетĕр-и?

1). И.Я.Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?
2). Тăлăх Иванăн ачалăхĕ ăçта иртнĕ?
3). И.Яковлев Чĕмпĕрте ăçта-ăçта вĕреннĕ?
4). И.Яковлев ăçтан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă?
5). И.Яковлева чăваш ачисене Чĕмпĕре пухса вĕрентме камсем пулăшнă?
6). И.Яковлев Хусан университечĕн хăш факультетĕнче вĕреннĕ?
7). Университетра вĕреннĕ тапхăрта вăл мĕнле паллă ĕçсем тунă?
8). И.Яковлев букварĕн малтанхи кăларăмĕ хăçан пичетленсе тухнă?
9). Университет хыççăн И.Яковлев мĕнле должноçсенче ĕçленĕ?
10). И.Яковлев, чăваш литературине аталантарас тесе, 1908 çулта мĕнле кĕнеке пичетлесе кăларнă?
11). И.Яковлев çырнă хайлавсемпе куçарусем мĕнле кĕнекене кĕнĕ?
12). Йывăр самантсенче И.Яковлева кам пулăшнă?
13). Вăл çырнă произведенисене кам вырăсла куçарнă?
14). «И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев чăваш шкулĕнче» картина авторĕ кам?
15). И.Яковлев миçемĕш çулта, ăçта вилнĕ? Ăна ăçта пытарнă?

Викторина ыйтăвĕсене А.И.Портновăпа Г.В.Веникова (Кушкă шкулĕ) вĕрентекенсем хатĕрленĕ. Викторина хуравĕсене редакцине илсе килмелле е ярса памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code