Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Акатуй» Мускавра иртет

«Акатуй» Мускавра иртет

Кăçал пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ Мускавра Измайлово паркĕнче тата ВДНХра иртет. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаевпа национальноçсен ĕçĕсен федераци агентствин ертỹçи Игорь Баринов калаçса татăлнă.

Регион ертỹçи Игорь Баринова республика проекчĕсене, çав шутра Раççейĕн тĕрленĕ карттине те, ырласа йышăннăшăн тав тунă. Олег Николаев август уйăхĕнче Шупашкарта РФ субъекчĕсен тĕрленĕ карттисен фестивалĕ иртессине те пĕлтернĕ. «Раççейĕн чылай регионĕ фестивале хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕ, 40 заявка илтĕмĕр те», — тесе палăртнă вăл.

Тĕл пулура Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Культурăсен диалогĕ» çамрăксен лагерьне ирттересси пирки калаçнă, республикăра чăваш наци политикине пурнăçа кĕртес, Раççей регионĕсенчи чăваш общество организацийĕсене пĕрлештерекен Раççейри чăвашсен федераци шайĕнчи наципе культура автономине тата чăваш наци диаспорине пулăшмалли мерăсене сỹтсе явнă. Сăмах май, январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейре 60 ытла чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code