Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ĕçĕн йĕрки пур

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлури кун йĕркинчи тĕп ыйту йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата ытти пирки те пулчĕ.

Хĕрÿ калаçăва пикениччен район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшса ĕçлекенсене чыслама ирĕк ыйтса илчĕ. Сăмах май, патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе тимлекен Людмила Викторова /сăн ÿкерчĕкре/ ертсе пыракан Елчĕк районĕнчи нумай функциллĕ центр ĕç-хĕлне юлашки тапхăрта нумай енĕпе лайăх хак панине илтме тÿр килет. Çынсене йышăнмалли «чÿречесене» меллĕрех те хăтлăрах, çапла майпа мĕн пурин ыйтăвне туллин, пысăк пахалăхпа тивĕçтерме майсем туса парас тĕллевпе пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн халĕ кунта пулса курма тата кăмăллă. «Чăваш Республикинчи чи лайăх ĕçлекен нумай функциллĕ центр» конкурса тĕплĕн хатĕрленсе хастар кăмăл-туйăмпа хутшăнни те тепĕр çитĕнÿ илсе килнĕ – вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн I степень дипломĕпе чысланă. Конкурсăн «НФЦн чи лайăх универсаллă специалисчĕ» номинацийĕнче Ирина Ловкина III степень диплома тивĕçни те НФЦ коллективĕшĕн пысăкран та пысăк чыс, хисеп.

Николай Миллин иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсенчи полицин участоксенчи пункчĕсене çитсе курнă, вĕсенчи лару-тăрăва курса хакланă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ.

Хăрушă чир – ВИЧ инфекцийĕ çинчен районти тĕп больницăри Алина Васильева терапевт тухтăр чарăнса тăчĕ.

…Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса тухассипе çирĕпленнĕ çĕнĕ йĕркепе тариф хакĕсем, çÿп-çапа вăхăтлăха вырнаçтармалли вырăнсене йĕркелесси, регион операторĕпе уйрăм çынсем хушшинче пулăшу ĕçĕсене пурнăçлама килĕшÿсем çирĕплетесси çинчен пирĕн республикăра регион операторĕ пулма тивĕçлĕ пулнă «МВК «Экоцентр» ОООн Канаш уйрăмĕн «Экология» ОООн техника директорĕ Виталий Жураев, клиентсемпе ĕçлекен Елчĕк районĕнчи специалисчĕ Татьяна Адюкова, район прокурорĕн çумĕ Андрей Афанасьев, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова тухса калаçрĕç. Çапла майпа йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлесси саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланнине тата ытти ыйтусем пирки те тĕплĕнрех пĕлме пулчĕ. Апла пулин те халăх сăмахĕнчен те тарса пытанаймăн. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин канашлури тĕп ыйту пирки çакна пĕтĕмлетсе каларĕ: «Çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе районта пурăнакансене калаçтаракан ыйтусене вăхăта кая хăвармасăр татса памалла». Çак тĕллевпе вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене «МВК «Экоцентр» ООО специалисчĕсемпе пĕрле халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме, унсăр пуçне, район центрĕнче, ялсенче пурăнакан кашни çынпа тĕл пулса хваттерте е уйрăм кил-çуртра миçен пурăннине тĕрĕс шута илме хушса каларĕ. «Хамăр тивĕçлине тĕрĕс – ытлашши те, сахал та тÿлер мар», – терĕ вăл. Тĕрĕсех, кашни ĕçĕн йĕрки пур.

Сăмах май, ку енĕпе çыхăннă ыйтусене районта пурăнакансене «МВК «Экоцентр» ОООн клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ тата тĕплĕнрех ăнлантарса пама пултарĕ. Унăн ĕç пÿлĕмĕ Елчĕкри «Арбат» суту-илÿ çуртĕнче ?3-мĕш хут/ вырнаçнă. Шăнкăравласа ыйтса пĕлмелли телефонĕ: 8-937-941-76-72.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code