Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш салтакĕн вилтăпри – Крымра

Чăваш салтакĕн вилтăпри – Крымра

Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе чăваш салтакĕсем тĕрлĕ вырăнта пуçĕсене хунă. Энтепе ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Викторович Макаров, акă, Крымра ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
А.Макаров Перекопа хÿтĕлесе пуçне хунă. Вăл вырăна аслă мăнукĕ, Владимир, нумай çул иртсен тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлме пултарчĕ…
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çамрăксем Мускава ĕçлеме çÿре пуçларĕç. Владимир Макаров та тĕп хулана вырнаçрĕ. Пысăк кĕперсем çĕклеççĕ унта вĕсем. Рабочисем ют çĕршывсенчен те пур. Украинăпа Белоруссинчен те. Калаçура, пĕрре çапла, Володя аслашшĕ Перекоп патĕнче, Крымра, вăрçăра пуçне хунине пĕлтернĕ. Пĕр рабочи шăпах çак вырăнтан инçе мар пурăнать иккен. Тепре килнĕ чухне ?рабочисем вахта меслечĕпе ĕçлеççĕ/ Володьăна унăн аслашшĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлсе килме шантарнă. Çапла пуçланнă тĕлĕнмелле шырав. Темиçе уйăха тăсăлнăскер.
Рабочисем хăйсем патне кайсан Андрей Макаров вилтăприне шыраса тупнă. Ун çинчен архивра, музейра ыйтнă-тĕпченĕ. Кирлĕ информацие тупса çитерсен вырăнти телевидени журналисчĕсене пĕлтернĕ, лешсем кунашкал историнчен питĕ тĕлĕннĕ. Чăваш салтакĕ çинчен пысăк материал ÿкернĕ, сенкер экран çине кăларнă. Унăн паттăрлăхĕ çинчен музей ĕçченĕсем çамрăк ăрăва паянхи кунччен каласа параççĕ. Видеофильмне кассетăпа çыртарса Володьăна илсе килсе панă. Çавăн пекех вилтăпри çинчен пĕр ывăç çĕр…
А.Макаров 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче юнлă çапăçура пуçне хунă. Ăна Перекоп çывăхне пытарнă. Вăрçă хыççăн вилтăприне Армянск хулине куçарнă, тăванла масара пытарнă. Асăну плити çине ятне çырса хунă.
Крымра ÿкернĕ видеосюжет Энтепе ялне çитнĕ. Ăна Андрей Викторовичăн мăшăрĕ, икĕ ачи, пур тăванĕсем те курса хурланнă. Тинех вилтăприне, унăн вилнĕ вырăнĕсене курнă.
Аякран илсе килнĕ çĕре ывăлĕ, Алексей Андреевич, масар çине аслашшĕн вилтăприйĕ çумне кайса хунă. Асăнмалăх хĕрес лартнă. Çапла, 1998 çулта, вăрçăра вилнĕ хыççăн 55 çул иртсен, Андрей Макаров тăван тăрăха «таврăннă».
А.Макаров 1911 çулта Энтепере çирĕп хуçалăхлă хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕне, Виктор Игнатьевича, 1921-1922 çулсенчи выçлăх тапхăрĕнче тырă илме кайсан вĕлернĕ. Амăшĕ, Серафима Ивановна, харсăр хĕрарăм, пĕчченех çирĕп тытса тăнă кил-хуçалăха. Нумай пилĕк авнă, ачисене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Хăйсен çил арманĕ пулнă, унта пĕр çынна тара тытса ĕçлеттернĕ. Икĕ гектар çĕр таран тыр-пул акнă. Пĕчĕк лавкка тытнă. Кил-çурт йĕри-тавра çулсерен пысăк тухăçпа савăнтаракан улмуççи сачĕ ешернĕ.
1930 çулта Макаровсене раскулачить тунă. Çапах та вĕсем алă усса ларман – яланхилле хастарлăхпа тăрăшнă. Колхоз йĕркеленсен Андрей тăванĕсемпе пĕр иккĕленмесĕрех ун ретне кĕнĕ. Вăрçă пуçланас умĕн пĕр хушă Хабаровск хулинче ĕçленĕ. Яла таврăнсан çемье çавăрнă. 1941 çулта Алексей ывăлĕ, тепĕр икĕ çултан Мария çут тĕнчене килнĕ. Хĕрĕ çуралсанах вăрçа илнĕ ăна. Мăшăрĕ каласа панинчен çакă паллă: куçĕ пит вичкĕнех курайман унăн, апла пулин те çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Кулак ятне тасатасшăн пулнă.
90-мĕш çулсенче Макаровсен çемйине реабилитациленĕ. Чăннипех тăрăшуллă, ĕçчен пулнă вĕсем.
Роза МАКАРОВА,
Энтепе – Ульяновск.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code