Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Генерал — 50 çулта

Генерал — 50 çулта

Хисеплĕ ентешĕмĕр — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн начальникĕнче тăрăшакан Роберт Петрович БАРАНОВ генерал-майор ĕнер — мартăн 20-мĕшĕнче — 50 çул тултарчĕ.

Роберт Баранов 1975 çулта çуралнă, Елчĕк ялĕнче ỹссе çитĕннĕ. 1992 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан çак çулах Санкт-Петербургри Михайловски çар академине вĕренме кĕнĕ. Кунта питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе 1997 çулта çар инженерĕн дипломне алла илнĕ. Унăн малаллахи служби наукăпа тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. 2002 çулта вăл кандидат диссертацине хỹтĕленĕ, 2007 çулта доцент ятне илнĕ, 2011 çулта ăна полковник, 2021 çулта генерал-майор званине панă. Вăл — çар ăслăлăхĕсен докторĕ.

Роберт Баранова 2016 çулта Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн начальникне çирĕплетнĕ. Вăл Сири Республикинчи хирĕç тăрăва хутшăннă, «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден кавалерĕ, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» (II степень), «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене, ытти чылай наградăна тивĕçнĕ.

Роберт Петровича юбилей ячĕпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, çирĕп сывлăх, телей суннă. Леонард Васильевич генерал-майора округри çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕ каланă.

Палăртса хăварас пулать, Р.Баранов йыхравĕпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам тата ытти шкулта вĕренекенсем юлашки çулсенче Мускавра экскурсинче пулса кураççĕ. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕнче çар çыннисемпе тĕл пулаççĕ, профориентаци урокне хутшăнса çарпа çыхăннă ыйтусем тавра калаçаççĕ, вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес йĕркесемпе те паллашаççĕ. Экскурсин тĕп тĕллевĕ çавăн пекех РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотизм паркне, парк территорийĕнчи музей комплексне çитсе курасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, вăрçă темипе çыхăннă пулăмсемпе паллашасси.

Барановсен йăхĕнче çар çыннисем тата та пур. Роберт Петровичăн Александр тетĕшĕ те пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, вăл запасри подполковник. Иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕн ывăлĕсем Михаилпа Сергей Барановсем — офицерсем.

Роберт Баранова çирĕп сывлăхпа пĕрле малашлăхри ĕçре çитĕнỹсем сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code